Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > «Ĕçлес килсех тăрать»

«Ĕçлес килсех тăрать»

Владимир ПУТИН,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

«Культура ырра, илеме вĕренттĕр, çыннăн паха енĕсене уçса пама пулăштăр».

Елчĕк муниципалитет округĕнче пĕтĕмпе 12 наци проекчĕ пурнăçланать. Вăл шутран «Культура» программа та кану учрежденийĕсене çулсерен пысăк тĕрев парать.

Хăвăлçырма ялĕнчи культура çуртне иртнĕ ĕмĕрĕн 60-мĕш çулĕсенчех хута янă. Унтанпа пĕчĕк юсав ĕçĕсем йĕркеленĕ-ха, анчах вĕсем унăн пĕтĕмĕшле сăн-сăпатне улăштарайман.

2023 çулта 50 пин çынран сахалтарах пурăнакан ял-хулари культура çурчĕсене юсассипе телей кайăкĕ кунта та «вĕçсе» килнĕ — 1271064,84 тенкĕлĕх ĕç тунă: ăшă пăрăхĕсене пĕтĕмпех улăштарнă, стенасене якатса сăрланă, урайне, маччана, фойери çутă хатĕрĕсене çĕнетнĕ.

Асăннă программăпа клубăн пурлăхпа техника никĕсне те пуянлатнă, 308800 тенкĕлĕх сасă оборудованийĕ, ноутбук, проектор, экран туяннă. Сăмах май, çакăн пек хатĕрсемпе Аслă Пăла Тимеш культура çуртне (307000 тенкĕлĕх) те тивĕçтернĕ.

Шухăш

Ирина СУРКОВА, культура çурчĕн заведующийĕ:

— Патшалăх пире çакăн пек парне туса панăшăн чунтан савăнтăмăр. Халĕ ĕнтĕ пырса кĕме кăмăллă унта, унчченхи пек кăлтăксем çук. Мероприятисем йĕркелеме те меллĕ. Ял халăхĕпе пуçтарăнса ятарлă çар операцине хутшăнакансем валли маскировка сеткисем те çыхатпăр, тĕрлĕ хатĕр-хĕтĕр пухатпăр. Хĕрарăмсен канашĕ те кунтах пуçтарăнать. Кун пек хăтлăхра ĕçлес килсех тăрать.

Культура тытăмĕнче кăçал та ырă улшăнусем пулмалла: Яманчỹрелсем тĕп юсав ĕçĕсем ирттерме хатĕрленеççĕ.

— Пирĕн культура çуртне 1978 çулта тунă, унтанпа пысăк юсав ĕçĕсем пĕрре те ирттермен, — каласа парать Татьяна Васильева заведующи. — Çулсерен культура ĕçченĕсем хамăр вăйпа юсатпăр. Программăна кĕртни, паллах, пысăк пулăм пирĕншĕн.

Кунти культура çуртне 90 процент ытларах юсама палăртаççĕ тесен те йăнăш мар-тăр: çурт çи виттине, алăксене, чỹречесене, урайне, ăшă тытăмне, электрохатĕрсене улăштарĕç тата ытти те. Тĕп юсав ĕçĕсен пĕтĕмĕшле сумми 5989468,09 тенкĕпе танлашать, çав шутран 5630100 тенкĕ республика, 359368,09 тенкĕ вырăнти бюджетсенчен.

Шухăш

Валентина ЕМЕЛЬЯНОВА, педагогика ĕçĕн ветеранĕ:

— Пирĕн ялти клуб 120 вырăнлă, вăл нихăçан та çынсенчен пушă тăмасть. Вулавăш та унтах пулни тата меллĕ — пĕрлехи мероприятисем çỹллĕ шайра иртеççĕ. Иккĕленместĕп, çĕнетỹ хыççăн культура ĕçĕ пушшех çĕкленсе кайĕ.

Николай ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code