Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Теннис – илĕртÿллĕ вăйă

Теннис – илĕртÿллĕ вăйă

Районта сĕтел çи теннис вăййи иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче аталанма пуçланă. Ăна пуçараканĕ – Роберт Бобылев.

1971 çулта Елчĕкри Пионерсен çуртĕнче çур ставкăпа çак секцие ертсе пынă вăл. Ачасем пысăк ушкăнпа çÿренĕ унта. Учреждени директорĕ Валерий Таллеров та кружоксен пĕтĕмĕшле ĕçне лайăх йĕркелесе пыни, ачасене хавхалантарма пĕлни, тĕрлĕ ăмăртусене тухса çÿрени ăнăçу кÿнĕ пулĕ.

Роберт Ивановичăн занятине çÿренĕ вĕренекенсем паян асатте-кукаçи ятне илнĕ пулсан та илĕртÿллĕ вăйăран уйрăлмаççĕ. Сывлăхшăн та усăллă-çке йывăр мар тĕрлĕ хускану туни.

Сумлă çыннăмăра «ачисем» район чемпионачĕсенче тăтăшах çĕнтерÿпе савăнтарнă. Михаил Нягин, Александр Ишмуратов, Александр Уразгильдин, Николай Воронов халĕ те ракеткăна вылянтараççĕ кăна алăра.

Педагогика ĕçĕн ветеранĕ теннисла выляссипе хăй те нумай хутчен район чемпионĕ пулнă. Спорт çуртне çÿрекен сывлăх ушкăнĕн /ертÿçи Василий Уразгильдин/ членĕсемпе пĕрле паян та сĕтел тăрăх теннис шарне вăр-вар чуптарать-ха.

Теннис вăййи хăйĕн географине пĕчĕккĕн анлăлатсах пынă. Елчĕкри культура çуртĕнче ятарлă сĕтел вырăн «тупнă» хыççăн унта та çамрăксем тупăшма пуçланă. Юрий Васильев та çакăнтанах район чемпионне тухнă.

Тĕп больницăра та вăй илнĕччĕ асăннă спорт енĕ. Эпĕ унти ăстасемпе выляса пăхма шутларăм та – «сывлаттармарĕç» те. Владимир Мальцев, Юрий Пыльчиков, Валентина Якубовская тухтăрсем ăста вылянипе тĕлĕнтернĕччĕ.

Теннис вăййи çапла майпа мана та тыткăнларĕ. Республикăри «Урожай» спорт обществинчен виçĕ сĕтел туянса килтĕм. Вĕсене йывăр атлетсен спорт шкулне, культура çуртне, тĕп больницăна вырнаçтартăмăр. Тренировкăсене çÿресе хам та çитĕнÿсен çулĕ çине тăтăм.

Уйрăм ялсемпе илсен сĕтел çи теннис вăййи уйрăмах Тĕмерте аван аталаннăччĕ. Ун чухне комсомол организацийĕн секретарĕнче ĕçленĕ Николай Петров хăй те ăста вылятчĕ. Халĕ çулсерен ăна асăнса иртет теннис турнирĕ.

Шкулсенчен Аслă Елчĕксем пултаруллăччĕ. Владимир Орехов биолог ертсе пынипе тренировкăсем пĕрмаях иртетчĕç. Унта шкулăн икĕ хутĕнче те темиçе теннис сĕтелĕччĕ, черет тăратчĕç ачасем выляма. Владимир Иванович район чемпионĕн ятне нумай хутчен çĕнсе илнĕ, республикăра та ăнăçлă ăмăртнă. Паян та ăмсанмалăх пур унăн вăййисене.

Михаил Скворцовпа /Кĕçĕн Таяпа/ Александр Портнов ?Аслă Пăла Тимеш/ та теннис спортне аталантарас тĕлĕшпе нумай ĕçленĕ.

Николай АДЮКОВ,
спорт ветеранĕ.

1978 çулхи кивĕ сăн ÿкерчĕкре: Пионерсен çуртне тĕрлĕ кружоксене çÿренĕ ачасен ушкăнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code