Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Биологсемпе экологсем — фестивальте

Биологсемпе экологсем — фестивальте

2023 çул — Раççейри Педагогпа наставник çулталăкĕ пулнине асра тытса Çĕнĕ çул уявĕсем хыççăнах — январь уйăхĕнченех, тĕп вĕренỹ программисĕр пуçне, аслă классенчи ачасене професси суйласа илме пулăшас тĕллевпе шкул тулашĕнчи тĕрлĕрен мероприятисене йĕркелесе ирттерессине малти вырăна хутăмăр.

Вĕсенчен пĕри тата асра юлмалли профориентаци программипе килĕшỹллĕн, Çĕнĕ Шупашкарти химипе механика техникумĕн преподавателĕсем, çавăн пекех округри тата хамăрпа кỹршĕллĕ округсенчи вĕрентекенсем хутшăннипе пулса иртнĕ анлă тĕл пулу иртнине палăртатпăр. Иртнĕ кунсенче, акă, «Хальхи вăхăтри шкулти биологи тата экологи урокĕсем» ятпа халăхсем хушшинчи методика фестивалĕ ирттерни Педагогпа наставник çулталăкне пĕтĕмлетекен мероприяти вырăнĕнчех пулнине çирĕплетрĕ. Унта хутшăннă Чăваш Республикинчи вĕренỹ организацийĕсенчи биологи преподавателĕсем, çавăн пекех ачасене хушма пĕлỹ парассипе тимлекен педагогсем мероприяти çỹллĕ шайра иртнине анчах мар, шкулти пуçаруçă-ертỹçĕсен аллинчи çак пĕлтерĕшлĕ мероприяти питех те ăнăçлă, тухăçлă пулса тухнине палăртса каларĕç. Пурин ячĕпе те чи малтан республикăри вĕренỹ институчĕн преподавателĕ, хими наукисен кандидачĕ Оксана Кондратьева тухса калаçрĕ. Паллах, Диана Турхан директор методика фестивальне хапăл туса хутшăннă пысăк ушкăна тав турĕ.

Ку чухне вара биологи предметне вĕрентессине наукăпа методика шайне çитересси, педагогика ĕçĕнчи малта пыракан опыта тата ку тĕлĕшри çĕнĕ технологисене аталантарасси, биологи предметне вĕрентессинче уйрăм пултарулăхпа тимлекен вĕрентекенсене тупса палăртасси, ĕçри ăсталăхпа ыттисене паллаштарасси, вĕренекенсене биологи предметне юратса ăша хывма вĕрентесси мероприятин тĕп тĕллевĕ пулса тăчĕ.

Уроксемпе класс тулашĕнчи мероприятисем тĕрлĕ номинаципе иртрĕç. Вĕренекенсем те пуçĕпех биологи, хими опычĕсен тĕнчине лекнĕн туйрĕç хăйсене. Мероприяти вăхăтĕнче вĕсем хăйсене наука институчĕн сотрудникĕсем пек туйма та пултарчĕç: проектсем çырчĕç, биологипе хими предмечĕсене пурнăçпа анчах мар, ытти вĕренỹ предмечĕсемпе çыхăнтарса танлаштарма вĕренчĕç. Вĕрентекенсем вара хăйсен методика ăсталăхĕпе, уроксенче ĕçлĕ лару-тăру йĕркелессин вăрттăнлăхĕсемпе паллаштарчĕç. Фестиваль ĕçне пĕтĕмлетсе кашни номинаципе çĕнтерỹçĕсемпе призерсене палăртрăмăр.

Çитменнине, 2024 çула Чăваш Енре «Экологи культури тата çут çанталăкпа перекетлĕ усă курмалли çулталăк», тесе палăртнине шута илсен те, пирĕн ĕç пуçланать анчах…

Алиса СМИРНОВА,
Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул директорĕн вĕренỹ тата воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code