Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Паян — Энергетик кунĕ

Паян — Энергетик кунĕ

Округра энергетика тытăмĕ тивĕçлĕ ĕçленине кашниех куратпăр. Çакăншăн эпир Елчĕк районĕнчи электричество сечĕн (РЭС) коллективне пысăк тав сăмахĕ калама тивĕç. Кирек хăш çанталăкра та — çил-тăвăл урамра е пăрлă çумăр çăвать, шартлама сивĕ тăрать… хăйсен ĕçне тивĕçлипе пурнăçлаççĕ вĕсем. Авариллĕ лару-тăрура халăх çутăсăр е ăшăсăр юлас пулсан энергетиксем инкек пулнă вырăна хăвăрт çитсе çитменлĕхе кĕске вăхăтра пĕтереççĕ. Республика шайĕпе илсен те лайăххисен ретĕнче пирĕн энергетиксем. Пысăк коллектива нумай çул Юрий Хушкин ăнăçлă ертсе пырать. Ĕçне тĕплĕн пурнăçланăран, çынна хисеплеме пĕлнĕшĕн, шанчăклă пулнăшăн, пысăк çынлăхĕшĕн хисеплеççĕ ертỹçĕне.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code