Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ача-пăча ахăлтатса култăр…

Ача-пăча ахăлтатса култăр…

Ĕнер воспитательсемпе ача садĕнче ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тунă.

Çĕнĕ Пăвари вăтам шкул çумĕнчи «Илемпи» ача садĕнче 13 çул ĕçлет Оксана Круглова воспитатель. Вăл ертсе пыракан «Хĕвел» аслă ушкăна 20 ача çÿрет. Вĕсем çитес çул парта хушшине ларĕç, çавна май шкула кайиччен садикрех вĕренекенĕн пуçламăш пĕлĕвĕсене хăнăхаççĕ. Калăпăр, алла кăранташ-ручка тĕрĕс тытма, сас палли паллама, шутлама…

Ача сачĕ «Çуралнă кунран шкула кайиччен» программăпа ĕçлет. Оксана Петровна чи малтанах И.Я.Яковлев ячĕллĕ педагогика институчĕн пуçламăш классен учительне вĕренсе тухнăран улттăри ачасемшĕн уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ. Вĕсене ăста педагог воспитани панипе пĕрлех ăс-тăна çирĕплетмелли, аталантармалли тĕрлĕ меслетсемпе анлă усă курать.

Воспитанипе вĕренÿ тачă çыхăннăран шăпăрлансем шкула хатĕрленÿ класĕсене çÿреççĕ, шкулпа çывăхрах паллашаççĕ. Садикри уроксем хыççăн ачасем ашшĕ-амăшне шкула каяс килнине хăпартланса каласа параççĕ. Юратса, чун хавалĕпе утаççĕ улттăрисем Оксана Круглова воспитатель патне. Ача-пăча хăйсене чун-чĕре ăшшипе юратнине сисет, çавăнпа ытларах ун çумĕнче пулма тăрăшать.

Оксана Петровна педагогăн çăмăл мар профессине чун ыйтнипе суйласа илнĕ. Елчĕк шкулĕнче вĕреннĕ çулсене кăмăллăн аса илет вăл. Уйрăмах вырăс чĕлхипе литературине вĕрентнĕ Олимпиада Баранова урокĕсене асран кăлармасть. Вăл ертсе пыракан театр кружокĕ çав тапхăрсенче районта кĕрлесе тăнă. Оксана çак кружокра тĕрлĕ юмахсенчи сăнарсене калăпланă. Хăйсен пултарулăхне кăтартса «Прогресс» хуçалăхри кашни ферма ĕçченĕ патне çитнĕ вĕсем. Каярахпа, аслă шкулта вĕреннĕ çулсенче те, Шупашкарти Хусанкай ячĕллĕ культура керменне çÿресе пултарулăхне ÿстернĕ. Мĕн тетĕр, ăсталăх пур тăк вăл малашлăха çул уçать. Халĕ те вăл садик ачисемпе спектакльсем хатĕрлет. Театр кружокĕ сумлă утăмсем тăвать. Ачасем кăна мар, вĕсен ашшĕ-амăшĕ те геройсем пек пулса спектакле хутшăнаççĕ. Ашшĕ-амăшĕпе килĕштерсе ĕçлесе ачасене пурнăçăн анлă çулĕ çине кăларас тĕллеве пĕрле пурнăçлама тăрăшни лайăх сисĕнет.

Оксана Иванова /хĕр чухнехи хушамачĕ/ аслă пĕлÿ илсен Курнавăш каччипе – Сергей Кругловпа пĕрлешнĕ хыççăн Çĕнĕ Шупашкарта пуçламăш класс ачисене тăхăр çул вĕрентнĕ. Мăшăрĕ çемьере кĕçĕнни пулнăран çамрăксем хула пурнăçне ялтипе улăштарнă. Ватă ашшĕ-амăшĕпе пĕр çăвартан, килĕштерсе пурăнаççĕ Кругловсем. 80-ран иртнĕ Рафаил Николаевичпа Людмила Николаевна кинĕпе ывăлĕ тăван кил вучахне хĕмлентерсе тăнăшăн хĕпĕртеççĕ. Сергей инçете ĕçлеме çÿрет.

Тăван тăрăха таврăнсан тÿрех юратнă профессипе ĕç тупăнманран аслă пĕлÿллĕ педагог пулнине пăхмасăр, мăн кăмăлланмасăр икĕ алла пĕр ĕç пултăр тесе, тĕрлĕ çĕрте тăрăшрĕ. Унтан, 2006 çулта кÿршĕ ялта ача сачĕ уçăласса пĕлсен – унта утрĕ. Юхăннă ача садне тĕпрен çĕнетсе туслă коллектив йĕркеленнĕ унта. Пĕрле юнашар ĕçлекен тантăшĕсене пысăка хурса хаклать вăл. Оксана Алексеева, Антонина Смирнова, Наталия Иванова воспитательсем, Татьяна Мударисова завхоз тата нумаях пулмасть ĕçе пуçăннă Зинаида Васильева повар ял çинче пысăк хисепре. Паллах, чылай çул «Илемпи» ача садне çĕнетсе юсас ĕçре пысăк тÿпе хывнă, коллектива пĕр чăмăра пуçтарса пĕлсе ертсе пынă Светлана Кудряшова заведующие коллектив та, ял çыннисем те ырăпа аса илеççĕ.

Воспитательте тăрăшма пуçласан Оксана Петровна квалификацине ÿстерчĕ, шкулчченхи ачасене воспитани парас специальноçа алла илчĕ. Вăл районти «Çулталăкри воспитатель» конкурсра пĕрре мар хăйĕн пултарулăхне кăтартрĕ. 2012 çулта районти конкурсра çĕнтерсе республикăри ĕçтешĕсемпе тупăшма пултарчĕ. 2017 çулта призерсен йышне кĕчĕ.

Республикăри, Раççейри конкурссенчен те пăрăнмасть Оксана Круглова. Хăйĕн ĕçĕпе Республика Пуçлăхĕн 20 пин тенкĕлĕх грантне те çĕнсе илнĕ вăл.

Тăватă теçетке çултан иртейнĕ педагог-воспитатель виçĕ ача амăшĕ. Павел автоçул-йĕр мастерĕнче тăрăшать. Настя ЧПУн медицина факультетĕнче пĕлÿ пухать. Кĕçĕнни, Егор, улттăра. Амăшĕпе пĕрле ача садне çÿрет.

Общество ĕçĕнчен те пăрăнмасть хĕрарăм. Ялти культура çурчĕ çумĕнчи драма кружокне çÿренĕ май район шайĕнчи «Чи лайăх хĕрарăм ролĕ» номинацире те çĕнтернĕ вăл. Çавăн пекех спортпа туслă, ал ĕçĕпе маçтăр.

– Ачасем – пирĕн пуласлăх. Вĕсене паян тивĕçлĕ воспитани панинчен нумай килет малашлăх. Çавăнпа та эпир чун ăшшине, ăсталăха шеллеместпĕр. Ача-пăча ахăлтатса кулнинчен, вăйăсем выляса ăс-тăн пуçтарнинчен ырри çук пирĕншĕн, – тет Оксана Круглова воспитатель.

В.АЛЕКСЕЕВА.

Сăн ÿкерчĕкре: О.Круглова воспитанникĕсемпе.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code