Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Чи лайăх служащи» конкурс

«Чи лайăх служащи» конкурс

2022 çулхи сентябрĕн 1-мĕшĕнче республикăра «Чăваш Республикинчи патшалăхăн чи лайăх граждан служащийĕ» конкурс старт илнĕ.

Конкурса Чăваш Републикинчи патшалăх органĕсенче 3 çултан кая мар ĕçленĕ, коррупципе пачах та çыхăнман граждансем хутшăнма пултараççĕ.

Конкурса хутшăнас текенсен малтан хăйсем ĕçлекен патшалăх органĕнче суйласа илмелли процедурăра çĕнтермелле, унтан кирлĕ документсене Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Администрацийĕн патшалăх граждан служби, кадр политики тата патшалăх наградисен пайне тăратмалла.

Конкурс çĕнтерỹçисене (пĕрремĕш, иккĕмĕш тата виççĕмĕш вырăн йышăннисене) савăнăçлă лару-тăрура дипломпа хавхалантараççĕ тата хаклă парнепе чыслаççĕ. Конкурса хутшăнакансене вара пурне те свидетельствăпа хавхалантармалли приз параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code