Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 10 е ытларах ача çуратсан

10 е ытларах ача çуратсан

Раççейре «Амăшĕ Героиня» ята çирĕплетнĕ. Кам тивĕçейĕ-ха ăна?

Çак ята 10 ача е ытларах çуратнă, воспитани панă амăшĕсене парĕç. Çак ятсăр пуçне 1 миллион тенкĕ укçа парса хавхалантарĕç.

Анчах 10-мĕш ача çуралсанах «Амăшĕ Героиня» пулаймăн. Çав ача 1 çул тултармалла. Кунсăр пуçне аслисем пурте чĕрĕ пулмалла. Çапах та çĕршыва хỹтĕленĕ чухне хыпарсăр çухалнă е вилнĕ, теракт е инкеклĕ лару-тăрура пурнăçран уйрăлнă, контузие пула чĕри тапма пăрахнă ачасене шута илеççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code