Пятница, 19 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Культура > Культура форумĕнче

Культура форумĕнче

Елчĕкри искусство шкулĕн вĕренекенĕ Елизавета Мурзакаева Ача-пăчан культура форумне хутшăннă. Вăл пĕрремĕш хут Мускавра иртнĕ.

Форума Чăваш Республикинчен 7 ача хутшăнма тивĕçнĕ. Вĕсем тĕнче шайĕнчи, Пĕтĕм Раççейри тата республикăри конкурссен çĕнтерỹçисем.

— Эпĕ ача-пăча форумне хутшăнма пултарнăшăн чунтан савăнатăп. 4 кун хушшинче çĕннине нумай пĕлтĕм, мастер-классенче опыт пухрăм. Çĕршыври мухтавлă çынсемпе тĕл пулни, пултарулăх проекчĕсем, экскурсисем уйрăмах килĕшрĕç. Тавах çĕнĕ форума йĕркелекенсене, РФ Культура министерствине тата ỹкерес ăсталăха вĕрентнĕ Римма Парферьева преподавателе. Римма Витальевна мана пысăк ỹсĕмсем тума пулăшрĕ, çавăнпах çĕршыв шайĕнчи форума хутшăнма пултартăм, — пĕлтерет Лиза.

Пултаруллă ачасене уйрăмах «Открой мир — открой себя!» девиз килĕшнĕ.

— РФ культура министрĕпе Ольга Любимовăпа, культурăн тава тивĕçлĕ деятелĕсемпе Сергей Безруковпа, Игорь Бутманпа, Николай Цискаридзепе, Константин Хабенскипе, Нонна Гришаевăпа, Александр Олешкăпа, Елена Гагаринăпа, Юлианна Слащевăпа тĕл пулнисем нихăçан асран тухмĕç, — тет Лиза.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code