Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Африкăра та ĕçленĕ

Африкăра та ĕçленĕ

Ял историне унăн çыннисем çыраççĕ. Энтепе ялĕнчен Клементьевсем йышлăн тухнă та, вĕсем тĕрлĕ вырăнта тата тĕрлĕ сферăра тарăн йĕр хăварни вулакана интереслентерме кирлех. Шухăшăма Сергей Павлович Клементьевпа çыхăнтарас тетĕп.

Сергей пилĕк ачаллă çемьерен. Çут тĕнчене 1965 çулта килнĕ. Ялти 8 çул вĕренмелли, Аслă Пăла Тимешри вăтам шкулсенчен, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнчен вĕренсе тухнă. Аслă шкулти специальноçĕ унăн — «Промышленность предприятийĕсенчи электропривод тата автоматизаци енĕпе ĕçлекен». Çар служби хыççăн вăл — çичĕ çул промышленность тракторĕсем кăларакан пĕрлешỹри станочник.

Сергей Павловичăн малаллахи ĕç çулĕ урăх регионсемпе, çĕршывсемпе çыхăннă. 1996-2002 çулсенче вăл Ханты-Мансийск автономи округĕнчи Нягань хулинчи нефть кăларакан установкăсен сервис центрĕнче электромонтер пулса тăрăшать. 2002-2020 çулсенче — французсен «Шлюмбергер» нефть уçлакан компанинче: Ноябрьск, Нефтеюганск, Нижневартовск, Сургут, Иркутск хулисенче вырнаçтарнă насуссене пăхса тăнă. Вахта мелĕпе ĕçленĕ пулсан та професси енĕпе аван аталанса пынă вăл. Ĕнерхи электромонтер часах нефть пахалăхне тĕрĕслекен аслă инженер должноçне йышăнать. Компани направленийĕпе çак тивĕçе Африкăра та (Габон, Конго, Чад, Камерун) пурнăçлама тỹр килет унăн. Хăйĕн ĕçне çỹллĕ шайра туса пынăшăн ăна «Шлюмбергер» компанин ятарлă паллипе виçĕ хутчен чыслаççĕ. 2021-2025 çулсенче ентеш — Египет çĕршывĕнче. Хальхинче Раççейри нефть кăларакан «Борец» компани янипе.

Сергей Павловичăн мăшăрĕ, Эльвира Вячеславовна, И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕнче вĕренсе «Ỹнер графики» специальноçа алла илнĕ. Раççей художникĕсен пĕрлешĕвĕн членĕ. Çапах та вăл хăйĕн пурнăç тĕллевне сывлăх сыхлавĕнче курнă пулĕ. ЧПУран вĕренсе тухнăскер, пирваях Шупашкарти Чапаев поселокĕнчи больницăра 25 çул терапи уйрăмĕн заведующийĕнче тăрăшнă. Хальхи вăхăтра Республика больницин терапевт тухтăрĕ.

Клементьевсен йăхне тăсакансем — ывăлсем. Сергей Мускаври Губкин ячĕллĕ нефть-газ институтне пĕтернĕ. Дипломлă инженер-электрик пĕр фирмăра менеджер тивĕçне пурнăçлать. Максим та çĕршывăн тĕп хулинче пурăнать. Энергетика институтне пĕтерсен пĕр конструктор бюровĕнче ĕçлеме пуçланă.

Тỹрĕ кăмăллăха, хастарлăха Африкăра та асăрхаççĕ…

Николай АЛЕКСАНДРОВ.
Энтепе ялĕ.

Сăн ỹкерчĕкре: Сергей Клементьев-асли.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code