Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Туслăх çирĕплентĕр

Туслăх çирĕплентĕр

Шупашкарти Кăнтăр поселокĕн культура керменĕнче Пĕтĕм Раççейри куç курманнисен обществин республикăри организацийĕ «Ташăсен фейерверкĕ» конкурс ирттерчĕ.

Тĕрлĕ халăх, бал, хальхи вăхăтри ташăсемпе Архангельск, Тюмень, Пермь, Чулхула, Пушкăртстан, Тутарстан, Марий Эл тăрăхĕнчен килнĕ хăнасем паллаштарчĕç. Мана та йыхравларĕç унта. Çук, ташлама мар, хам ăсталанă сувенирсен куравне йĕркелеме. Ĕçĕмсемпе паллаштарнă май, çав вăхăтрах тĕрлĕ халăхăн çи-пуçĕсемпе, капăрлăхĕсемпе киленме пултартăм. Аваллăх культурипе те пуян çав эпир.

Тăхтав тапхăрĕнче Елчĕк тăрăхĕнчи авалхи чăваш тумĕпе çỹрекен хĕрарăма асăрхарăм. Кун пек чухне хутшăнмасăр мĕнле ĕнтĕ? Ульяновск облаçĕнчи Чăнлă районĕнчи Пухчел ялĕнче çуралса ỹснĕ, чылайранпа Шупашкарта пурăнакан Нина Юрьева пулчĕ вăл. Сăмахланă май кукамăшĕн, асламăшĕн, хунямăшĕн тăванĕсем Лаш Таяпа, Шăмалак ялĕсенчен пулнине асăнчĕ. Хăй çинчи икĕ аркăллă кĕпи, тĕрленĕ саппунĕ, хушпу, тевет Елчĕк енчи тĕп тăванĕсенчен куçнине пĕлтерчĕ.

80 çултан каçнă Нина Петровна сцена çине икĕ хутчен тухса туйсенчи, вăйă картисенчи ташăсене ăста кăтартса пачĕ.

Кĕпе-тумтир, хушпу-тухья çинчи эрешсем кỹршĕ тăрăха куçнă пулсан икĕ регион çыннисем авалтан туслă çыхăнура пулнах. Вăл кĕпер çуллен çирĕпленсе пытăр.

Елена КОНДРАТЬЕВА,
Шупашкар хули.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code