Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пенсионерсем черетлĕ занятире

Пенсионерсем черетлĕ занятире

Районти тĕп библиотекăра РФ Пенси фончĕн Елчĕкри клиент службин специалисчĕсемпе библиотекарьсем финанс пĕлĕвĕ енĕпе черетлĕ заняти ирттернĕ.

Унта районти пенсионерсемпе сусăр çынсем хутшăннă. Мероприяти онлайн-урокран пуçланнă. Ăна Чăваш Наци библиотеки трансляциленĕ. РФ Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи управленийĕн ертỹçин çумĕ Инна Петрова Пенси фончĕн электронлă çăмăллăхĕсемпе тата сервисĕсемпе паллаштарнă. Раççей налук службин Чăваш Республикинчи управленийĕн пай начальникĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Татьяна Павлова налук тỹлекенĕн уйрăм кабинечĕ пирки ăнлантарса панă.

РФ Пенси фончĕн районти клиент службин ертỹçи Владимир Егоров электронлă çăмăллăхсемпе сервиссем çинчен каласа панă май «Телефонри тата интернетри мошенниксем» темăна хускатнă, ултавçăсен аллине лекес мар тесен хăйсене мĕнле тытмаллине, мĕн тумаллине тĕплĕн ăнлантарнă.

Юлашкинчен пенсионерсем хăйсен шухăшне уçăмлатса тĕрлĕ ыйтусем панă. В.Егоров вĕсене туллин хуравланă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code