Среда, 24 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > 6,9 процент ÿснĕ

6,9 процент ÿснĕ

Чăвашстат пĕлтернĕ тăрăх, республикăри организацисенче тимлекенсен шутласа панă уйăхри вăтам ĕç укçи пĕлтĕр 31889,7 тенкĕпе танлашнă. Унăн виçи виçĕмçулхи шайран 6,9 процент ÿснĕ.

Чи пысăк шалу компьютерсен, электронлă тата оптика изделийĕсен производствинче тÿлеççĕ. Кăтарту республикăри вăтам ĕç укçинчен 1,6 хут ытларах.

Чи пĕчĕк ĕç укçи вара тумтир хатĕрлекенсен. Вĕсен шалăвĕ регионти вăтам виçен 47,2 проценчĕпе тан.

Бюджет организацийĕсен шалăвĕн шайĕ юлса пыни те сыхланса пырать. Сăмахран, культурăпа спорт, кану организацийĕсенче тимлекенсен ĕç укçи 2020 çулта республикăри вăтам виçен 85 проценчĕпе танлашнă, вĕрентÿре – 80,6 процентпа.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code