Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çамрăксем ытларах

Çамрăксем ытларах

2020 çулта республикăри васкавлă пулăшу службинче 1583 çын вăй хунă. Вĕсенчен 47-шĕ вăхăтлăх штат расписанийĕпе килĕшÿллĕн ĕçленĕ. Катастрофа медицинин тата васкавлă пулăшу центрĕнче 91 тухтăр, 831 фельдшер, 65 медсестра, 426 водитель тăрăшать.

Вырăна тухса çÿрекен бригадăсенчи фельдшерсемпе медсестрасен 54 проценчĕ – 36 çула çитмен çамрăксем, 2 проценчĕ – 61 çултан иртнисем. Ĕçтешĕсем пĕрин хыççăн тепри коронавируспа чирленĕ тапхăрта ку тытăмра тăрăшакансене уйрăмах йывăр пулнă. Медиксем ытларах пĕлтĕрхи çу тата çĕртме уйăхĕсенче чирленĕ. Паянхи кун çак тытăмра ĕçлекенсен 54 проценчĕн антителăсем пуррине палăртнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code