Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ĕçлекене патшалăх хỹтĕлет

Ĕçлекене патшалăх хỹтĕлет

Кăçалтан Чăваш Енре социаллă контракт çирĕплетсе ĕçлекенсене патшалăх кỹрекен пулăшу виçи икĕ хут ытла ỹсет.

Вĕсене кăçал укçан пулăшма пурĕ 996,5 миллион тенкĕ палăртнă. Çакăн чухлĕ сумма 4 пин ытла контракт çирĕплетме май памалла. Ку пулăшу 2024 çулта 408,5 миллион тенкĕпе танлашнă, унпа усă курса иртнĕ çулхи раштавăн 17-мĕшĕ тĕлне 2865 контракт тунă. Çав шутра çĕнĕ ĕç вырăнĕ шырама — 1566, предприниматель ĕçне пурнăçлама — 701, кил хуçалăхне аталантарма — 308, çемьесене пулăшма тата ытти мероприяти ирттерме — 290. Пĕтĕмпе вара 6932 çынна тĕрев панă.

Çакăн çинчен Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев республикăра ирттерекен Ачалăх вунă çуллăхĕн картинчи мероприятисене пурнăçлас тĕлĕшпе ĕçлекен канаш ларăвĕнче пĕлтернĕ. Унта ачаллă çемьесене социаллă контракт никĕсĕ çинче патшалăхăн социаллă пулăшăвне памалли механизма лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусене тишкернĕ.

2020 çулта социаллă контрактсем çирĕплетме пуçланăранпа çак пулăшупа нумай ачаллă 5815 çемье е 58,8 пин çын усă курнă. Вĕсем 261 миллиард тенкĕлĕх 17,1 пин контракт çирĕплетнĕ. Республикăн ĕçлев министрĕ Алена Елизарова пĕлтернĕ тăрăх, соцконтракта ытларах ачаллă çемьесенче пурăнакан граждансемпе умри йывăрлăха çĕнтерме пулăшас тĕллевпе тăваççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code