Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Италире палăрнă

Италире палăрнă

Лаш Таяпа ялĕ паллă спортсменсемпе пуян. Вĕсенчен пĕри – Мускав хулинче тренер пулса тăрăшакан Геннадий Дмитриев.

Иртнĕ çулхи ноябрь уйăхĕнче Италире иртнĕ тупăшура Геннадий правилăсăр кĕрешес енĕпе тĕнче чемпионĕн пиçиххине тата ылтăн медале тивĕçнĕччĕ. Хальхинче вăл Милан хулинче спортăн тĕрлĕ тĕсĕпе иртнĕ /кикбоксинг, бокс, грепплинг тата ытти те/ тупăшура 2 ылтăн, 1 кĕмĕл медаль, Шотландинче иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнма путевка çĕнсе илнĕ.

Г.Дмитриев патĕнче ăсталăхне туптакан ентеш Артем Салмин та хăйĕн тренерĕнчен юласшăн мар. Нумаях пулмасть панкратион енĕпе Мускав хулинче иртнĕ уçă чемпионатра Артем пăхăр медале тивĕçнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code