Пятница, 26 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Инкек ан пултăр

Инкек ан пултăр

Çанталăк хĕл енне сулăннă май кÿлĕ-пĕвере уйрăм çынсемпе инкек сиксе тухас хăрушлăх ÿсет. Çак тата ытти ыйтусем тавра калаçу пынă та район администрацийĕн гражданла оборона тата чрезвычайлă лару-тăру енĕпе ĕçлекен комиссин черетлĕ ларăвĕнче. Ăна райадминистраци пуçлăхĕ Леонард Левый ертсе пынă.

Малтанласа çÿхе пăрпа витĕнекен юханшыв питĕ каварлă. Шăпах çакăн пек «çĕнĕлĕхе» асăрхаса чылай ача пăр çине кĕме ăнтăлать те. Тимсĕрлĕх вара инкек патне илсе çитересси паллă. Районта юлашки çулсенче унашкал хура тĕслĕх пулман пулсан та лăпланма нимĕнле сăлтав та çук. Инкек шыракан ăна тупать тенĕрен, республикăра кĕркуннехи-хĕллехи иртнĕ çичĕ çуллăхра 34 çын путса вилнĕ, вăл шутран 1 ача.

Ларура тухса калаçнă район администрацийĕн ятарлă программăсен пайĕн начальникĕ Виталий Рыбкин, Кĕçĕн Таяпа, Çирĕклĕ Шăхаль ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Валерий Петровпа Геннадий Ловкин хăрушсăрлăх, асăрхав ыйтăвĕсене епле йĕркелесе пынипе паллаштарнă.

Тепĕр проблема – пушар теми кун йĕркинче тахçанах çирĕпленнĕ темелле, мĕншĕн тесен çулталăкăн кирек хăш тапхăрĕнче те унăн çивĕчлĕхĕ чакмасть. Çакă пушар асăрхавĕн Елчĕк районĕнчи уйрăмĕн начальникĕ – патшалăх тĕп инспекторĕ Александр Сайкин, Елчĕкри 44-мĕш номерлĕ пушар хуралĕн пуçлăхĕн çумĕ Геннадий Тикушев тухса калаçнинчен те паллă пулчĕ. Халăхра юсавсăр кăмакасемпе, электроприборсемпе усă курни уйрăмах пысăк хăрушлăх кăларса тăратма пултарать.

Кирек мĕнле инкеке сирессинче те профилактика ĕçĕсен витĕмлĕхне ÿстерни кирлĕ. Уйрăмах ачасене тимлĕх уйăрмалла: пĕчĕкскерсене килте пĕччен хăварма юрамасть, вĕсен куç тĕлĕнче шăрпăк таврашĕ пулмалла мар.

/Хамăр корр./.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code