Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ентешĕн тепĕр çитĕнĕвĕ

Ентешĕн тепĕр çитĕнĕвĕ

Иртнĕ кунсенче Çеçпĕл Мишши фончĕн Чăваш Республикинчи Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ халăхсем хушшинчи 2021 çулхи премие иккĕн тивĕçни паллă пулчĕ.

Савăнсах хыпарлатпăр, пĕри – «Чăваш ен» патшалăх телерадиокомпанин информаци программисен службин корреспонденчĕ Алексей Енейкин. Эпир унăн республика кун-çулĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă хыпарсен тĕрлĕ кăларăмĕсене хавасланса пăхатпăр. Вĕсене халăх патне çитерес ĕçре хăйĕн пысăк тÿпине хывать те Патреккел каччи. Телерадиокомпанире вăл 2011 çултанпа тăрăшать. Кунта çамрăк И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕн ÿнерпе графика факультетне пĕтернĕ хыççăн килнĕ.

Алексей Николаевич, çĕнĕ хыпарсемсĕр пуçне, тĕрлĕ тематика кăларăмĕсем хатĕрлессипе те ĕçлет. Патриот теми витĕмлĕхне шута илсе 2012 çултанпа «Аса ил-ха, салтак», 2015 çултанпа «Вăрçă ачисем» кăларăмсене анлă çул панă вăл. 2016 çулта Мускаври «Просвещение» издательство ирттернĕ «Маршрутами карты памяти» конкурсра çĕнтернĕ.

Пултаруллă тележурналист республикăри хăйнеевĕрлĕ ăста çынсем çинчен те кăларăмсем хатĕрлет, куракана тыткăнлама пĕлет. Тĕрлĕ организацири çавнашкал хастарсен ĕçне ăста çутатнăшăн Тав çырăвĕсем те çакна çирĕплетеççĕ. А.Енейкинăн СССР халăх артисчĕ В.Яковлев, РСФСР халăх артистки Н.Яковлева, Сĕнтĕрвăрри районĕн 90 çулхи юбилейĕ çинчен ÿкернĕ документлă фильмсем те аван пулса тухнă.

Алексей Николаевич «Чăвашкино» студипе тачă çыхăнса ĕçлет. 2017 çултанпа халăхсен туслăхне çирĕплетессипе тата терроризма хирĕç кĕрешессине халалланă «Пирĕн пуласлăх – туслăхра» фильмĕпе Пĕтĕм чăвашсен 3-мĕш «Асам» кинофестивалĕнче жюрин ятарлă парнине тивĕçнĕ. Çав çулхинех Чăваш академи драма театрĕн 100 çулхи юбилейне халалланă журналистсен конкурсĕнче «Чи лайăх видеоматериал» номинацире çĕнтернĕ. Ĕçтешĕсен йышĕнче 2014, 2016 çулсенче «Чи лайăх стенд-ап» конкурс çĕнтерÿçи пулни те унăн ăслав шайĕ, пултарулăхĕ çÿллĕ шайра пулнине кăтартать. А.Енейкина 2019 çулта ЧР Çамрăксен патшалăх премине парса чысланă.

Чăваш Ен Пуçлăхĕн стипендиачĕ художник та, режиссер ĕçне те пурнăçлама маçтăр. Тĕрлĕ региона тухса паха сюжетсем хатĕрлет, фильмсем валли çĕнĕ сценарисем çырать. Ĕçĕсенче ентешĕмĕр чăвашлăхшăн ăнтăлни аван сисĕнет.

Хальхи сумлă премие Алексей Николаевич «Тĕрĕслĕх çутаттăр Çеçпĕлĕн ятне» документлă фильмăн режиссер-сценарисчĕ пулнă май тивĕçнĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: А.Енейкин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code