Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Çĕр улми уйĕн кунĕ» семинар

«Çĕр улми уйĕн кунĕ» семинар

Утă уйăхĕн 23-мĕшĕнче «Слава картофелю» агофирмăн хуçалăхĕсенче, çав шутра агрофирмăн Елчĕк районĕнчи подразделенийĕнче — «АСК-Яльчики» ОООра та «Çĕр улми уйĕн кунĕ» ятпа семинар иртнĕ.

Семинар ĕçне хутшăннă район администрацийĕн пуçлăхĕ Леонард Левый пĕтĕмлетсе:

— Чăваш Республикинче анчах мар, çĕршывра «иккĕмĕш çăкăр» туса илекен пысăк хуçалăхсен элчисем çĕр улми вăрлăхне хатĕрлемелли, лартмалли, культурăна пăхса çитĕнтермелли, пухса кĕртмелли тата упрамалли паха опытпа паллашрĕç, — терĕ.

Сăмах май каласан, кăçал «Слава картофелю» агрофирмăн хуçалăхĕсенче унăн лаптăкĕ 700 гектар йышăнать. Ытти регионсенчи çĕр улми туса илекен компанисем те вĕсенчен лайăххине вĕренсе пыраççĕ. Ĕçри çитменлĕхсене пĕр-пĕринпе канашласа татса параççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code