Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хисепе тивĕçнĕ

Хисепе тивĕçнĕ

Кармал ялĕнче пурăнакан Николай Васильев сакăр класс пĕтерсен профессипе техника училищине вĕренме кĕнĕ. Механизатор профессине алла илнĕ хыççăнах колхозра МТЗ-5 тракторпа ĕçлеме пуçланă. Ят тухсан салтак тивĕçне пурнăçланă. Ун хыççăн тÿрех тăван яла таврăннă, колхозра трактористра ĕçленĕ. МТЗ-80 трактора пĕр тикĕссĕн, тухăçлă ĕçлеттернĕ Николай Григорьевич. Хуçалăх ертÿçисем ĕçре пысăк тăрăшулăх кăтартнăшăн хисепленĕ ăна. Николай Григорьевича ял хуçалăхĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата ĕçри ÿсĕмсемшĕн «Чăваш Республикин ял хуçалăхĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» ят парса чыс тунă.

Хастар трактористăн медальсемпе Хисеп грамотисем те пур. Çавăн пекех Николай Григорьевич СССР хисеплĕ донорĕ.

Сăн ÿкерчĕкре: Н.Васильев.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code