Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хăйне евĕрлĕхĕпе, хастар çынсемпе пуян

Хăйне евĕрлĕхĕпе, хастар çынсемпе пуян

Кĕске справка

Сăрьеле налук тÿлекен хресченсемпе службăра тăнă тутарсем пуçарса янă. Ваттисем каласа хăварнă тăрăх, кунта чи малтан Комсомольски районĕнчен Сура, Тутар Республикинчен Ишмурза ятлă тĕне кĕнĕ тутарсем куçса килнĕ.

1867 çулта 64 хуçалăх, 385 çын, 1118 гектар ял хуçалăх çĕрĕ, 1913 çулта 182 хуçалăх, 951 çын шутланнă.

1897 çулта 5 çăкăр лавкки, 2 çил арманĕ, 2 кĕрпе авăртаканни тата 2 тимĕрçĕ лаççи, 2004 çул тĕлне 152 хуçалăх, 406 çын шутланса тăнă. Ялта шкул, библиотека, фельдшерпа акушер пункчĕ, профилактори, культура çурчĕ, çыхăну уйрăмĕ, стадион, 2 лавкка пулнă.

1930 çулта «Марс» колхоз йĕркеленнĕ.

1959 çулта ăна «Победа» колхозпа пĕрлештернĕ. 1992 çулта каллех хăйĕн ятне илнĕ. «Марс» хуçалăх 3 ферма, сад, утар тытнă.

2004 çулта яла «кăвак çулăм» çитнĕ.

XIX ĕмĕр вĕçĕнче уçăлнă ялти шкул 2014 çулта хупăннă. Шкул директорĕнче Х.Ганиев, Я.Канарейкин, Г.Сунгатуллин, Р.Хасянов, Р.Самитов, Г.Хасянова, З.Закиров ĕçленĕ.

Кирек мĕнле яла командировкăна каяс умĕн те чи малтанах тĕрлĕ документсен пуххипе паллашатăн, ял тăрăхĕн администрацине кĕрсе специалистсемпе канашласа лару-тăрупа кăсăкланатăн, унта пурăнакансен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен ыйтса пĕлетĕн. Хальхинче те хăнăхнă йăларан пăрăнас темерĕмĕр. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхне кĕрекен тутар ялне /1993 çултан пуçласа 2005 çулччен хăй ял администрацийĕ шутланнă/ – Сăрьеле – çуркуннех кайса курма планланăччĕ, тинех район центрĕнчен 19 çухрăмра вырнаçнă туссем патне çитрĕмĕр.

Сăрьел районăн кăнтăр-хĕвел тухăç хутлăхĕнче вырнаçнă. Вăл хĕвел тухăç енчен Тутарстан Республикипе, кăнтăртан Энтепе, Кивĕ Арланкасси, хĕвел анăçран Кушкă çĕрĕсемпе, çурçĕртен Пăла юхан шывĕпе чикĕленет.

Чăвашсем хушшинче вырнаçнă яла пырса кĕнĕ çĕрте нумаях пулмасть кăна çĕнĕ укăлча юпи вырнаçтарнă. Ăна Чăваш автономи облаçне туса хунăранпа 100 çул çитнĕ май республикăри кашни яла уйăрса панă 100 пин тенкĕпе усă курса лартнă. Унта пурăнакан вырăн хăçан пуçланса кайнине палăртнисĕр пуçне ял ятне тутарла, чăвашла, вырăсла çырса хунă. «Телейлĕ çул пултăр» тесе ăсатса янине виçĕ чĕлхепе вулама та кăмăллă.

Дамир Валеевпа Шаукат Салахутдинов

Чи малтанах почта çыхăну уйрăмне кĕрсе «Елчĕк ен» хаçата вулакансем патне вăхăтра çитерекен почтальонсемпе тĕл пулас килчĕ. Начальникре çичĕ çул тăрăшакан Гелюсе Давлетшина уйрăмра 2 пине яхăн хаçат-журнал килсе тăнине пĕлтерчĕ. Сăрьелсем Хусанта, Каçалта тухса тăракан хăйсен тăван чĕлхипе кăларакан хаçат-журнала нумай çырăнса илеççĕ. Çав вăхăтрах Рифкат Харисов, Зевдет Закиров, Зевдет Салахутдинов, Магазулла Ахметсафин, Салимзян Нафиков, Раиль Салигуллин, Ильгиз Сунгатуллин, Шаукат Салахутдинов, Фаик Идиатуллин çемйисем район хаçатне вун-вун çул ытла юратса вуланине пĕлтереççĕ. «Елчĕк енпе», республикăра тухса тăракан хаçатсемпе библиотекăра та тĕплĕн паллашма пулать. Алфиря Юсупова почтальонкăн ĕç стажĕ пĕчĕк мар – 10 çул почта, пенси валеçет ял халăхне. Сăрьелсен кĕтнĕ çынни вăл.

Çыхăну отраслĕ пирки калаçнă май, паллах, Багаутдиновсен династине аса илмесĕр иртейместĕнех. Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ связисчĕ Азат Маратович 43 çул çыхăну отраслĕнче вăй хунă, мăшăрĕ те, Зейнаб Кабировна, чылай çул почтальон сумкине йăтса ял тăрăх утнă. Вăл пĕлтернĕ тăрăх, унччен Сăрьелсем район хаçатне чылаййăн çырăннă, ватăсем чăвашла шакăртаттарса вуланă. Хальхи çамрăксем çĕнĕ хыпарсене хаçат вуласа мар, ытларах Интернет уçлăхĕ урлă пĕлеççĕ.

Юнашарах 45 çул каялла туса лартнă 220 вырăнлă культура çурчĕ. Çак çулсем хушшинче вăл юхăннă, тăрăран шыв аннă, сĕтел-пукан кивелнĕ. Кăçал Çĕнĕ Шупашкарти О.Григорьев уйрăм предприниматель юсав ĕçĕсен тендерне çĕнсе илсе чи малтанах çуртăн çи виттине, алăкĕсене улăштарнă, стенасене якатнă, алкума çĕнетнĕ. Строительсем шаннă ĕçе кĕске вăхăтра пысăк пахалăхпа пурнăçланă. «Культура» наци проекчĕпе килĕшÿллĕн культура çуртне юсама 141721,24 тенкĕ уйăрнă. Культура çурчĕн заведующийĕ Зевдет Салахутдинов çав вăхăтрах электричество тытăмне улăштарнипе, 11 чÿрече лартнипе, запас алăка çĕнетнине пĕлтерчĕ.

Кăçал Сăрьелсем ял 350 çул тултарнине анлăн паллă тума ĕмĕтленнĕ: урама сцена та туса лартнă, анчах пандеми вĕсен ырă шухăшне пурнăçа кĕртме май паман, çапах юбилей ячĕпе культура çуртĕнчен инçех мар 350 тĕп йывăç лартса хăварма мехел çитернĕ.

Пысăк праçнике хатĕрленсе культработниксем ял историйĕпе нумай кăсăкланнă, слайдсем, яла мăнаçлăх кÿрекен çынсен, Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă ветерансен сăн ÿкерчĕкĕсене тупса стендсем хатĕрленĕ. Хăшĕ-пĕрне фойере типтерлĕн вырнаçтарнă. Диляра Димухаметова библиотекарь ĕçне кÿлĕнни чылай вăхăт мар-ха, çапах вулавăшра чылай çул тăрăшнă Исламия Сунгатуллинăран ырă тĕслĕх илни куçкĕрет.

Культура çурчĕ çумĕнчи «Дуслык» ансамбль пултарулăхĕ те хăйне евĕрлĕ. Унта хаваспах çÿрекен Масгут Юсупов, Альфик Гималетдинов алла хуткупăс тытсан пÿрнисем вылянса кăна тăраççĕ.Тĕрлĕ халăх юррине шăрантараççĕ вĕсем. Фариз Димухаметов та юрă-ташăран аякра тăмасть. Дамир Валеев тăван ял çинчен юрă та хывнă, унпа пĕрре мар сцена çине тухнă. 37-мĕш çул культурăра вăй хуракан ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Зевдет Салахутдинов юлашки çулсенче уявсенче юрату юррисене янраттарать кăна. Фойери стена çинче тĕрлĕ фестиваль-конкурссенче, Сабантуй-Акатуйсенче панă наградăсемпе паллашма та май пур.

Фельдшерпа акушер пункчĕ культура çурчĕн пĕр кĕтесĕнче вырнаçнă. Унта кĕмесĕр иртейместĕнех. Хуть те мĕнле пулсассăн та чи пирвай çынна сывлăх кирлĕ. Тĕреклĕ те сывă çыннăн ĕмĕчĕ те тулли. Пысăк мар пулсассăн та ФАПра фельдшер, процедура, смотровой, сыввисен кабинечĕсем йĕркеленĕ. 12 çул кунта тăрăшакан Калерия Козлова фельдшерица ĕç вырăнĕнчехчĕ. Кушкăран çÿрекен сывлăх сиплевçи хăйне çирĕплетсе панă участокри кашни çынна, вăл сывлăхăн хăш ушкăнĕнче тăнине лайăх пĕлет. Ялта 166 çын пурăнать, вăл шутран шкула çÿрекенсем çиччĕн. «Усал чир аякра çÿретĕр», – тет Калерия Ивановна. – Ахаль аптăрамастпăр-ха. Коронавирус чирĕ иртсе кайманран ют çĕрте ĕçлекенсене уйрăмах тимлĕ сăнатпăр, ялтисене гигиенăпа санитари, хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнма сĕнетпĕр.

ФАПра Фания Саматова тирпейлÿçĕре тăрăшать. Хăйĕн тивĕçне çÿлти шайра пурнăçлать: пÿлĕмсенче таса та çутă.

Чăн тупра вăл – ял халăхĕ

Ĕç çынна пурăнма та, çынпа хутшăнма та хавхалантарать.

Ялта пĕтĕмпе 155 хуçалăх, вĕсенчен хĕл кунĕнче мăрьерен тĕтĕм тухаканни – 104. Чи ватă арçын – 1930 çулхи Фарит Фасхутдинов. Сентябрĕн 29-мĕшĕнче 90 çул тултарать вăл.

Фарит Фасхутдинов

Фарит Рахимович ачаран çĕр çинче ĕçлесе ÿснĕ. Тракториста вĕренсе тухсан мĕн ватăличчен ака-суха тунă. Паян та техникăна юратать, картишре ларакан тракторĕ çине ларас кăмăлĕ те пур, анчах ачисем ашшĕне упраççĕ. «Ĕмĕрне ĕçлесе ирттертĕн, халĕ кан», – теççĕ.

Мăшăрĕ çичĕ çул каялла çĕре кĕнĕ хыççăн пĕчченех кун кунлать. Çулла ачисемпе мăнукĕсем ун патне килеççĕ те кун иртнине сиссе юлаймасть Фарит бабай.

Хăй вăхăтĕнче ĕçри пысăк ÿсĕмсемшĕн III степень Ĕç Мухтавĕн орденне илме тивĕçнĕ механизаторăн хастарлăхшăн панă медальсем те пур. Фарит Рахимович «Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ» ята та тивĕçнĕ. «Победа» колхозăн çиччĕмĕш бригадинчи уй-хире куç хупса пĕлнĕ вăл, ăна кашни çулах пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем акма шаннă. Вăл акнă культурăсем çулсеренех пысăк тухăçпа савăнтарнă. Ветеран мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен /40 çул!/ гусеницăллă тракторпа тăрăшнă.

Тăрăшуллă çынсем нумай кунта. Çамрăксем тĕрлĕ çĕрте хастарлăхне кăтартаççĕ. Калăпăр, Миляуша Гафиятуллина, Венера Валеева «Победа», Дамирпа Эльфине Валеевсем, Расимепе Нафис Димухаметовсем «Энтепе» сахал яваплă обществăсенче тĕрлĕ çĕрте вăй хураççĕ.

Выльăх-чĕрлĕх тытма ÿркенмеççĕ туссем. Нефис Димухаметов, Дамир Валеев, Фариз Димухаметов, Резим Саматов, Эльфик Гиматдинов, Рамиль Науметов, Азат Галяутдинов, Ильсеяр Ишмаева, Фиргат Батулин, Земил Сунгатуллин ĕне выльăх тытса пурнăçа саплаштарса пыраççĕ. Ял çыннисемпе килĕшÿ тунă кĕтуçĕ выльăхсене улăх-çарана илсе тухать.

«Кулибинсем» те çук мар кунта. Ăста алăллă Анвар Заббаров тимĕр-тăмăртан тĕрлĕ техника ăсталать. Унран Ильнар Гиниатуллин те юлса каймасть. Искендер Гиззатуллин газоэлектросварщик та маçтăрлăхĕпе чапа тухнă. Вăл укăлча юпине тунă çĕрте пысăк ăсталăх кăтартнă.

Ялти лавкка «Елчĕкри коопторг» ООО çинче шутланса тăрать. Унта çиччĕмĕш çул Римма Гималетдинова сутуçă тăрăшать.

Тĕне çирĕп ĕненеççĕ

Анвар Заббаров

Ялăн сăн-сăпатне мичĕт илем кÿрет. Унăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки ЧР тĕн управленийĕн 14-мĕш мусульман прихучĕн председателĕ Шаукат Салахутдинов тĕплĕн паллаштарчĕ. Халĕччен нихăçан та мичĕте кĕрсе курманран питĕ кăсăклантăмăр ислам тĕнне ĕненекенсен йăли-йĕркипе.

80 çулхи Зевдет Ахметзянов имамăн тивĕçĕ пысăк. Зевдет Натфуллович хĕрпе каччă çемье çавăриччен çамрăксем патĕнче пулса чăннипех те иккĕшĕ калаçса татăлса пĕрлешнипе интересленет, ача çуралсан ятне хурать. Çын вилсен те унăн ĕçĕ нумай, мезин-намаз вулать. Прихут председателĕ уставпа килĕшÿллĕн документсене йĕркелесе пырать, тĕн уявĕсенче прихут ĕçĕ-хĕлĕ пирки отчет тăвать. Газшăн, çутăшăн, налуксемшĕн вăхăтра тÿлесси те унранах килет. Кунта 5 çынран тăракан канаш йĕркеленĕ. Храма халăхăн укçи-тенкипе тытса тăраççĕ. Дамир Валеев казначей хăйне шаннă тивĕçе яваплăхпа пурнăçлать.

30 çул каялла туса лартнă йывăç мичĕте юсавлă та тирпейлĕ тытса тăраççĕ. Иртнĕ çулсенче ăна шал енчен тĕпрен юсанă, канализаци кĕртнĕ, çăвăнмалли ятарлă пÿлĕм йĕркеленĕ. Таса мар урапа кĕмеççĕ мичĕте.

Тутарсем хĕвел тухиччен, кăнтăрла, хĕвел аниччен кашни кунах коран вулаççĕ. Эрнекун вара ватăсем мичĕте пырсах тĕн йăли-йĕркине пурнăçлаççĕ. Арçын ачасем сакăр çултан пуçласа çÿреме пуçлаççĕ кунта. Мусульмансем тĕн йăли-йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. Ашшĕ-амăшне, ватăсене питĕ хисеплĕ вырăна хураççĕ, вĕсен сăмахĕнчен иртмеççĕ.

Кĕлĕ ирттермелли çурта чаршавпа уйăрнă. Мал енче арçынсем, чаршав хыçĕнче хĕрарăмсем ларса кĕл тăваççĕ. Урайĕнче чаплă та хаклă йышши кавирсем. Пысăккисене ытларах инçетре пурăнакан ентешĕсем парнеленĕ. Мичĕт территорийĕ тирпейлĕ те таса. Пахчара йывăç нумай, палисадникре чечексем. Тарасана та илемлĕ вырнаçтарнă.

Кунтах корана арабла вулама вĕрентеççĕ. Хусантан ятарласа вĕрентме килеççĕ.

Ялта тăватă масар. Вĕсенчен иккĕшĕ çĕнĕ. Зияратсене тирпейлĕ тытса тăраççĕ. Акă кăçал прихут канашĕ Рифкат Харисовăн ыр кăмăллăхне пысăка хурса хакланă. 80 çулхи ĕç ветеранĕ масар йĕри-тавра карта тытма пулăшнă. Унсăр пуçне мичĕте те тĕрлĕ пулăшу кÿрет. Общество пурнăçĕнче хастарлăх кăтартакана «Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят парса чыс туни пирки эпир çырнăччĕ. Рифкат Ахметзянов «Сăрьелĕн хисеплĕ гражданинĕ» ят илме пултарнă. Вăл чылай çул бригадирта ĕçлесе «ЧР тава тивĕçлĕ агрономĕ» ята тивĕçнĕ.

Ял илемĕ – хисеплĕ мăшăрсенче. Фаикпа Нурания Идиатуллинсем, Камилпа Рямзия Науметовсем, Ришатпа Эмине Самитовсем, Рифкатпа Гельфия Харисовсем, Фаатпа Сания Идиятуллинсем, Салимзянпа Зигания Нафиковсем вун-вун çул пĕр сукмакпа утса çĕршыва юрăхлă ывăл-хĕр çитĕнтернĕ. Вĕсем пĕринчен тепри хăй вăхăтĕнче яла аталантарассишĕн пысăк тÿпе хывнă.

Ват аслашшĕсен паттăрлăхне асра тытаççĕ çамрăксем.

Ялтан Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине 220 çын тухса кайнă. Вĕсенчен 119-шĕ вăрçă хирĕнчех выртса юлнă. Сахаутдин Валишевпа Харрис Галяутдинов тăватă ывăлне фронта ăсатнă. Вĕсем пĕри те каялла таврăнайман.

Колхозра ырми-канми вăй хунă тыл ветеранĕсем Аслă Çĕнтерĕве çывхартассишĕн тăрăшнă. Вăрçă вăхăтĕнче «Марс» колхоза ертсе пынă Абдулла Гаязов çинчен илтмен çын сахал пулĕ. Вăл «Колхозник Чувашии» танк колонни тума 105 пин тенкĕ, хамăрăн ентешĕмĕре – Совет Союзĕн Геройне А.В.Кочетов валли истребитель-самолет тума 110 пин тенкĕ панă.

Вăрçă хирĕнче паттăрлăх кăтартнă ветерансен ячĕпе Рифкат Харисов хăйĕн пахчи хĕрринче аллея уçнă.

Сăрьелĕн маттур каччисем паян çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче службăра тăраççĕ. Зофэр Юсупов полковник, Ринат Ахметзянов майор отставкăра, Тахир Шаукатов подполковник, Ильяс Гиниятуллин капитан… ял мухтавĕ. Ырă ятлă вун-вун çын ячĕ те «Елчĕк район энциклопедийĕнче» çырăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code