Вторник, 16 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пенсие тухиччен – тепĕр професси

Пенсие тухиччен – тепĕр професси

ЧР Ĕçлев министерстви «Демографи» наци проекчĕн «Аслă ăру» регион проекчĕпе килĕшÿллĕн 50 çулхи тата аслăрах, çавăн пекех пенси умĕнхи ÿсĕмри граждансене хушма професси пĕлĕвĕ парассине йĕркелет.

Проекта пурнăçа кĕртме республикăри 30 вĕрентÿ организацийĕпе килĕшÿ тунă, 80 ытла специальноçа, çав шутра бухгалтер, газорезчик, дизайнер, çĕвĕçĕ, электромонтер, флорист, повар, кондитер – вĕрентме программăсем хатĕрленĕ. Çулталăк пуçланнăранпа 771 гражданин /744-шĕ сертификатпа/ хушма пĕлÿ илме килĕшнĕ. Хальхи вăхăт тĕлне 50 çулхи тата аслăрах, çавăн пекех пенси умĕнхи ÿсĕмри 741 çын çĕнĕ професси алла илнĕ. Вĕреннĕ вăхăтра ниçта та ĕçлемен граждансене стипенди тÿлеççĕ. Унăн виçи 12130 тенкĕпе танлашать.

Наци проекчĕ шучĕпе вĕренме май пурри пенси умĕнхи ÿсĕмри çынсемшĕн çĕнĕ майсем çуратать. Тĕслĕхрен, хушма професси пĕлĕвĕ илни çĕнĕ ĕç вырăнĕ тупассине ансатлатать, ĕçсĕр тăрса юлас хăрушлăха чакарать, ĕç рынокĕнче кирек хăш лару-тăрура та хăюллă пулма пулăшать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code