Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Раççей ăмăртăвне хутшăнĕç

Раççей ăмăртăвне хутшăнĕç

Çак чыса пирĕн округри атлетсем республикăра иртнĕ мас-рестлинг ăмăртăвĕнче çĕнсе илнĕ.

Хăйсен виçисенче Александр Багадеров (Тăрăм) 1-мĕш, Софья Жукова (Тĕмер), Тимофей Антонов (Элекçей Тимеш) — 2-мĕш, Андрей Вишнев (Елчĕк), Роман Николаев (Çирĕклĕ Шăхаль) 3-мĕш вырăнсене йышăннă. Чăваш Тăрăмĕнче çуралнă, халĕ Чăваш патшалăх университетĕнче вĕренекен Светлана Окружнова чемпионка та апрелĕн 24-27-мĕшĕсенче Шупашкарта иртекен çĕршыв чемпионатĕнче вăй виçĕ.

Ăмăрту чыславĕнче мас-рестлинг спортне аталантарассинче тỹпе хывнăшăн Александр Портнов тренер-преподавателе республикăри асăннă спортăн федерацийĕн Тавĕпе хавхалантарнă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code