проект республикăра иртнĕ çул Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пуçарнипе старт илчĕ.

Унпа килĕшỹллĕн пирĕн округра та июнь уйăхĕнче тĕрлĕ службăсен представителĕсем хутшăннипе консультаци пункчĕ йĕркелерĕç. Тĕп тĕллев ятарлă çар операцине хутшăнакансен тата вĕсен çемйисен тĕрлĕ ыйтăвĕсене татса парасси пулса тăрать.
— СВОпа çыхăннă ыйтусем сахал мар, — хăйĕн шухăшне пĕлтерчĕ мероприятие кашнинчех хутшăнакан округ пуçлăхĕ Леонард Левый, — вĕсене пурне те вăхăтлă татса пама тăрăшмалла. Пĕлтĕрхи çакăн пек акцире эпир хамăра пырса тивекен ыйтусене пĕтĕмпех пурнăçларăмар. Хальхинче те сăмаха ĕçпе çирĕплетĕпĕр.
Асăннă проект ятарлă çар операцийĕнчен таврăннă салтаксене мирлĕ пурнăçа çăмăллăн хăнăхтарас тĕллеве те мала хурать. Вĕсем реабилитаци пулăшăвĕ илнипе пĕрлех тĕрлĕ программа пулăшнипе ĕçе вырнаçма, хăйсен ĕçне пуçарма, тĕрлĕ вĕренỹ заведенийĕсенче пĕлĕвне ỹстерме пултарĕç.
Елчĕкри культура керменĕнче йĕркеленĕ черетлĕ консультаци пунктĕнче юристсем, прокуратура, социаллă службăсемпе медицина, вĕренỹ тытăмĕсен, ĕçе вырнаçтаракан центрăн, çар комиссариачĕн… специалисчĕсем 4 сехет хушшинче 15 çынна йышăнма ĕлкĕрчĕç. Пулăшу ыйтакансем пурĕ 26 ыйту тăратрĕç. Ыйтусем ытларах коммуналлă тăкаксемшĕн, хытă каяшсене турттарнăшăн тивекен тỹлевшĕн çăмăллăхпа усă курассипе, медицина организацийĕсенче черетсĕр пулăшупа усă курассипе, вутă-шанкăпа тивĕçтерессипе, санаторипе курорт сиплевĕпе, çурт-йĕр ипотекипе усă курассипе, хыпарсăр çухалнă тесе шутланакан салтаксене шырассипе çыхăннă. Пĕр ыйту СВОра паттăрла пуç хунă салтак-ентеше Паттăрлăх орденĕпе тивĕçтересси тавра пычĕ. Пĕр ыйту та хуравсăр юлмасть. Чылайăшне вырăнтах татса панă, ыттисемпе çывăх вăхăтра ĕçлеççĕ.
Консультаци пунктĕнче документ хатĕрлеме те пулăшаççĕ, юридици пулăшăвĕ те параççĕ.

