Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Траншея тулли силос

Траншея тулли силос

«Комбайн» ял хуçалăх производство кооперативĕнче тухăçлă çитĕннĕ кукурузăна ?пурĕ 112 гектар/ кĕске вăхăтра пухса кĕртнĕ. Уяр çанталăк условийĕ ĕçе чăрмавсăр пурнăçлама май панă.

Ĕçре ялан малти пулма хăнăхнă Вячеслав Капламов механизатор

Ял хуçалăх предприятийĕнче мăйракаллă шултăра выльăхсене хĕл тапхăрĕнче тулли рационпа – ытлăн-çитлĕн тăрантарас тĕллеве асра тытса кашни çул пахалăхлă силос хатĕрлесе хăвараççĕ. Кăçал та управсем тулли, траншейăсене шăнăçайман сĕтеклĕ апата кургансене хывма та тивнĕ.

Яваплă ĕçе чун-чĕрипе парăнса пурнăçлакан механизаторсем ырă ята тивĕçлĕ. Вĕсем пурте хастарлă та теветкеллĕ пулнипе палăрнă. Нумай çул тăван хуçалăхра механизаторта вăй хуракан Вячеслав Капламов выльăх апачĕ пухса кĕртекен ДОН-680 йышши комбайна тухăçлă ĕçлеттерме пултарнипе черетлĕ хутчен хăй чăн-чăн çĕр çынни пулнине çирĕплетсе панă. Унпа юнашар – Александр Никифоров, вăл та хăйне шанса панă ĕçе пысăк яваплăха туйса пурнăçланă. Ĕçе тухăçлă йĕркелес тĕллевпе вĕтетнĕ симĕс массăна траншейăсен çывăхне турттарма пĕр харăс темиçе техника уйăрнă. Вĕсен хуçисем: Анатолий Хардов, Алексей Васильев, Николай Алексеевич Головин, Николай Михайлович Головин, Станислав Чермаков, Александр Григорьев, Фенис Шарафутдинов, Алексей Перцев, Анатолий Мижеров – шанăçа тивĕçлипе тÿрре кăларнă. Леонид Головинпа Олег Зайцев механизаторсем управсене хывнă силоса ятарлă техникăсемпе пусăрăнтарнă.

Хуçалăхри çĕр ĕçченĕсем çитес çулхи тухăç никĕсĕ те шанчăклă пуласса ĕмĕтленеççĕ. 600 гектар йышăнакан кĕр тыррисене агротехника ыйтнă чи лайăх вăхăтра акса хăварма пултарнă. Ку чухне «мĕн акатăн – çавă шăтать» тенине асра тытса чи лайăх вăрлăхсемпе анчах усă курнă, пĕтĕм лаптăка кирлĕ чухлĕ минераллă удобрени варăнтарнă, чир-чĕртен хÿтĕлесе вăрлăха им-çамланă.

Уй хирти чи юлашки ĕç – кĕрхи çĕртме тăвасси те çитес эрнере вĕçленмелле. Çак ĕçре Владислав Изратов, Анатолий Емильев, Михаил Никифоров, Вячеслав Абрамов механизаторсем хастарлăх кăтартаççĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code