Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕнĕ йышпа ĕçе пикеннĕ

Çĕнĕ йышпа ĕçе пикеннĕ

Сентябрĕн 11-13-мĕшĕсенче республикăра политика шайĕнчи пысăк пĕлтерĕшлĕ мероприяти – Чăваш Республикин Пуçлăхĕн, вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен суйлавĕ иртнĕ. Ĕнер районти Депутатсен пухăвĕн çĕнĕ йышĕ ĕçе пикеннĕ.

Ларăва районти Депутатсен пухăвĕн иртнĕ суйлаври ертÿçи Ираида Васильева уçнă, унтан ăна çулĕпе чи аслă депутат Владимир Доброхотов /11 номерлĕ Курнавăш суйлав округĕ/ ертсе пынă.

Елчĕк территори суйлав комиссийĕн председателĕ Леонард Левый суйлав пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарнă, халăх шанăçне тивĕçнĕ депутатсене удостоверенисем панă, халăх ырлăхĕшĕн тăрăшса ĕçлеме вăй-хал суннă.

Пĕрремĕш ларура йĕркелÿ ыйтăвĕсем тĕп вырăнта пулнă. Районти Депутатсен пухăвĕн депутачĕсен йышĕнчен район пуçлăхне – районти Депутатсен пухăвĕн ертÿçине «ДПМК «Яльчикское» ООО директорне Вячеслав Сядукова, унăн çумĕ пулма Владимир Рахмуллина, секретарьне Марина Павловăна суйланă.

Полномочи вăхăчĕ вĕçленнĕ май район администрацийĕн пуçлăхĕ Николай Миллин район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлама чарăннă. Ларура тухса калаçнă май вăл юлашки çулсенче районта пурнăçланă ĕçсем пирки чарăнса тăнă, пĕр-пĕрне пулăшса, çитменлĕхсене пĕтерессишĕн пĕрлехи вăйпа тăрăшса ĕçленĕшĕн пурне те чĕререн тав тунине палăртнă. Депутатсем район администрацийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене вăхăтлăх пурнăçлама район администрацийĕн пуçлăхĕн пĕрремĕш çумне – вĕренÿпе çамрăксен политикин пайĕн ертÿçине Л.Левыя шаннă. Саккунпа килĕшÿллĕн çак тивĕçе вăл район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетиччен пурнăçласа пырать.

Район пуçлăхĕ Вячеслав Сядуков депутатсене хăйне яваплă ĕç шанса панăшăн тав тунă, район экономикине тĕреклетессипе тата социаллă пурнăçа лайăхлатассипе малашне те пĕр чăмăра пĕрлешсе ĕçлесе пыма кирлине палăртнă.

Районти Депутатсен пухăвĕн ларăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхĕн должноçне йышăнма конкурс ирттерме конкурс комиссийĕн йышне çирĕплетнĕ.

Светлана АРХИПОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code