Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Музей каçĕнче

Музей каçĕнче

Пĕтĕм тĕнчери музей кунне халалласа районта «Музейри каç» акци иртрĕ.

Кăçал ăна Театр çулталăкне халалларăмăр. Аваллăхпа паллашма кăмăл тунисене уявра хамăр тăрăхри чăвашсен йăли-йĕркипе, музейри куравсемпе тĕплĕнрех паллаштартăмăр. Кунтах Театр çулталăкĕпе çыхăннă интерактивлă вăйă лаптăкĕсем йĕркелерĕмĕр, куравсем тата мастер-классем иртрĕç. Музей çурчĕ умĕнчи ташă картине кĕçĕннисемпе пĕрле аслисем те активлă хутшăнчĕç. Тĕрлĕ çулсенче Германире службăра тăнă, çав шутра Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче пулнă хыççăн асăннă çĕршыври йĕркелĕхе тытса тăма хутшăннă салтаксем уяв илемĕ пулчĕç.

Культура ĕçченĕсем пуçтарăннисене юрă саламĕпе савăнтарчĕç. «Музейри каç» акци уява хутшăннисен асĕнче нумайлăха юлĕ.

С.СТЕПАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code