Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Пирĕн Саша»

«Пирĕн Саша»

Пурнăç шав малаллах шăвать. Пĕр вырăнта тăмасть унăн кустăрми. Этем валли çăмăллăхсем йĕркелесе унăн кулленхи пурнăçне тăтăшах аталантараççĕ. Иртнĕ ĕмĕрте эпир çут çанталăк газĕ пирки химипе географи урокĕсенче илтсе вĕреннĕ пулсан, паян унпа туллин усă куратпăр. Вутăпа, çĕр кăмрăкĕпе каланкка хутса ăшăнасси хыçа юлчĕ. Халĕ кил-çуртра ирхине те, каçхине те ăшă. Кашнийĕн çуртĕнче «кăвак çулăм» çунать. Унчченхи пек урамсем хушшипе кỹме урапи çине хунă газ баллонĕсене унталла-кунталла турттаракан çынсене кураймăн. Яла газ баллонĕ тиенĕ автомашинăна куç пек кĕтетчĕç-çке ватăсем.

Паян ялсенчи харпăр хăй хуçалăхри çуртсене кăна мар, нумай хваттерлисене те газпа ăшăтаççĕ. Çак ырлăха курма пуçлани те чылай вăхăт çитрĕ. Газ хуранĕсем те майĕпен кивелсе юрăхсăра тухса пыраççĕ. Чылайăшĕ çĕннисене улăштарнă. Çĕнетсе ĕлкĕрме май çитерейменнисем, çиллĕ çанталăкра хуран сỹннипе тарăхаканнисем вара тỹрех Елчĕкри газ участокĕнче ĕçлекенсенчен пулăшу ыйтаççĕ.

Елчĕкри нумай хваттерлĕ çуртсенче пурăнакансем хăйсене чи малтан пулăшу кỹрекене «Пирĕн Саша» тесех чĕнеççĕ. Кирек хăш вăхăтра пулăшу ыйтсан та часах чупса çитет Александр Шавкин слесарь. Алли çыпăçуллă та ăста пулнăран юсав ĕçĕсене тĕплĕ пурнăçлать вăл. Саша Елчĕкри газ участокĕнче 2010 çултанпа тăрăшать. Хăйне шанса панă ĕçе тивĕçлипе пурнăçланипе, ăшă калаçăвĕпе хисеп çĕнсе илнĕ Елчĕкре. Газ хуранĕсен «терапевчĕ» тесех калас килет ăна. Вĕсемпе мĕнле пĕлсе усă курмаллине те ăнлантарма ỹркенмест çамрăк.

Саша общество пурнăçне те хастар хутшăнать. Районти спорт ăмăртăвĕсенче те час-часах курма пулать ăна. Ĕнерхи пограничникăн сăн-пичĕ çинче яланах йăл кулă çиçет. Уçă кăмăллă та харсăр слесарь пушă вăхăтра Тỹскелти кану центрне Иван Шурбин ертсе пыракан пултарулăх ушкăнне çỹрет. Сывă пурнăç йĕркине çирĕп пăхăнаканскер çемьере юратнă мăшăр, хисеплĕ ашшĕ.

Т.ШАКОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code