Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Тỹлев 300 пин тенкĕ

Тỹлев 300 пин тенкĕ

Çар ретне хăйсен ирĕкĕпе тăнисене пĕр хутчен паракан тỹлеве 300 пин тенке çитерĕç.

Тỹлеве «Атăл» батальонра контракт мелĕпе службăра тăракансем тивĕçеççĕ. «Хамăр ятран батальон йĕркелеме ирĕк илнипе пирĕн усă курмаллах. Эпир унăн ретне тăнисене халĕччен 200 пин тенкĕ тỹленĕ. Оренбург облаçĕнче çар ĕçне вĕренекен ентешсемпе тĕл пулнă тата ытти регион опычĕпе паллашнă хыççăн тỹлеве 300 пин тенке çитерме йышăнтăмăр. Ăна «Атăл» батальона çырăннисем пурте илĕç», — тенĕ ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев. Кунсăр пуçне доброволецсен ачисене сентябрĕн 1-мĕшĕнчен ЧР Пуçлăхĕн стипендине пама пуçлĕç, шкулта кунне икĕ хутчен тỹлевсĕр апатлантарĕç. Çемйисене газ кĕртме çăмăллăх парĕç, ытти социаллă хỹтлĕх мерисемпе тивĕçтерĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code