Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Агро-100» клуб йышĕнче — 11 хуçалăх

«Агро-100» клуб йышĕнче — 11 хуçалăх

Ял хуçалăх отраслĕнчи 2022 çулхи ĕç кăтартăвĕсене чи лайăх йĕркелесе пыракан республикăри 100 предприятипе организаци шутне хальхинче Елчĕк муниципалитет округĕнчи 11 ял хуçалăх предприятийĕ кĕнĕ. Аграри предприятийĕсене сертификатсем парса чысланă.

Уйрăммăн палăртас пулсан, чи лайăххисен шутне «Победа» ООО (директорĕ — Николай Головин), «АСК-Яльчики» ООО (ĕç тăвакан директорĕ — Юрий Галкин), «Комбайн» ЯХПК (председателĕ — Гурий Федоров), «Сатурн» ЯХПК (председателĕ — Юрий Викентьев), «Эмметево» ООО (директорĕ — Юрий Лапшин), «Рассвет» ЯХПК (председателĕ — Юрий Мясников), Ленин ячĕллĕ ЯХПК (председателĕ — Валерий Падуев), «Прогресс» АХО (директорĕ — Петр Скворцов), «Энтепе» ООО (директорĕ — Андрей Васильев), «Яманчурино» ООО (директорĕ — Владимир Рахмуллин), «Труд» ЯХПК (председателĕ — Валерий Германов) кĕнĕ. Çитĕнĕве çывхартакансем — ертỹçĕсемпе специалистсем, уй-хирте, фермăра тата ытти çĕрте вăй хуракансем .

«Агро-100» клуба республикăра кăçалхипе 18-мĕш хут йĕркелесе ирттернĕ. Çак ырă тĕслĕхпе хавхаланса вăй хуни пĕр-пĕринпе ăмăртса ĕçлеме, ỹсĕм çулĕпе утма хистет.

Призлă вырăнсене палăртнă чухне мĕне шута хунă? Чи малтан, мĕн чухлĕ çĕр лаптăкĕпе усă курнине, укçа-тенкĕ çаврăнăшĕн виçине, продукци сутса тунă тупăш пайне, таса тупăша, усă куракан 100 гектар çĕр пуçне мĕн чухлĕ тупăш кĕнине, кашни 100 тенке производствăна явăçтарса тупăш курнине, ĕçлекен кашни çын пĕр уйăхра мĕн чухлĕ шалу илнине, рентабельлĕх шайне тĕпе илнĕ.

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code