Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Проектсем пурнăçланаççĕ

Проектсем пурнăçланаççĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи черетлĕ канашлура округ шайĕнчи ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Чи малтанах иртнĕ эрнере пулса иртнĕ мероприятисене тишкерчĕç, çивĕч ыйтусене сỹтсе яврĕç. Округри чылай вырăнта (уйрăмах Кĕçĕн Таяпа, Аслă Таяпа территори пайĕсенчи автоçулсен хĕррисенче) шултра пултăран — Борщевик Сосновского — ĕрчесе кайнă. 1947 çулта пултăрана çĕршыва Сталин указĕпе колхоз-совхозри йышлă выльăх-чĕрлĕх валли сенажлăх çитĕнтерме Кавказ тăрăхĕнчен илсе килни паллă. Хальхи вăхăтра вăл Раççейĕпе çĕр-çĕр гектар пусса илни пирки хыпарлаççĕ, унпа кĕрешме Правительство шайĕнчех ятарлă программа хатĕрленĕ. Хире вараланисĕр пуçне çак ỹсен-тăран этем сывлăхĕшĕн те хăрушă. Пултăранри фурокумарин текен вещество этем ỹтне лексен аллерги парать, самаях çунтарса илет.

Борщевикпа кĕрешес ĕçе округра пуçăннă-ха. Çавна май Леонард Васильевич ĕçе пахалăхлă пурнăçламаллине тата хăвăртлатмаллине каларĕ.

Хальхи вăхăтра округри ял хуçалăх предприятийĕсемпе хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче выльăх апачĕ хатĕрлес ĕç хĕрỹ пырать. Кун пирки администрацин ял хуçалăх тата экологи пайĕн тĕп специалисчĕ Алексей Трофимов тĕплĕн каласа кăтартрĕ.

Муниципалитет округĕн администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — администрацин вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн начальникĕ Владимир Николаев округри ачасен канăвне тивĕçлĕ йĕркелессипе, вĕсене шкулсен çумĕнчи тата хула тулашĕнчи лагерьсенче канма май туса парассипе çыхăннă ĕç-хĕл мĕнле йĕркеленсе пынипе паллаштарчĕ. 1-мĕш сменăра Чăваш Республикин хула тулашĕнчи сывлăх лагерĕсенче 17 ача каннă, профиль сменисенче — 13 ача, сывлăх сменисенче — 4 ача. Хальхи вăхăтра иккĕмĕш сменăра 12 ача канать.

Шкул çумĕнчи лагерьсенче кану программисене кирлĕ пек хатĕрленĕ — вĕсем ачасен ăс-хакăлне тата тавра курăмне аталантарма, сывлăхне çирĕплетме май панă.

Синоптиксем июль уйăхĕ шăрăх пулассине пĕлтереççĕ.

— Ку тапхăрта шыва кĕме уйăрнă кỹлĕсемпе юхан шывсенче уйрăмах сыхлăхлă та тимлĕ пулмалла. Территори пайĕсен ертỹçисен халăха хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе шыв объекчĕсенче тăтăшах тĕрĕслевсем ирттермелле, — палăртрĕ Леонард Васильевич.

«Пуçару бюджечĕ» программăпа килĕшỹллĕн пурнăçланакан ĕç пирки пычĕ калаçу. Кăçал пурнăçа кĕртме палăртнă 51 проектран 24-шне вĕçленĕ.

Çул-йĕрсене юсас ыйту та çивĕччисен йышĕнче. Аслă Елчĕк территори пайĕнче çул-йĕре юсас ĕç малалла пырать. Свердлов, Тябуков урамĕсенчи ĕç хĕрỹ. Хальхи вăхăтра Пушкин урамĕнчи çула юсама тытăннă — 500 метра яхăн автомобиль çулĕ çинче вак чул сараççĕ. Объектсем палăртнă вăхăтра хута каясса шанса тăнине пĕлтерчĕ округ пуçлăхĕ.

Канашлура ытти ыйтусене те тишкерчĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code