Воскресенье, 5 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Саккуна пăсса касар мар

Саккуна пăсса касар мар

Çĕнĕ çул çывхарнă май Чăваш Енри лăсăллă çамрăк хунавсене çирĕп тĕрĕслĕç.

Йывăçсене саккуна пăсса кассан (тепĕр майлă каласан, ятарлă ирĕк илмесĕр хуçалансан) административлă майпа явап тыттараççĕ. Штрафсем пысăк. Хăйсем тĕллĕн чăрăша е лăсăллă урăх йывăçа каснăшăн уйрăм çынсен кĕсьене 3-4 пин тенкĕ çỹхетме тивет. Должноçри çынсен 20-40 пин тенкĕ, предприяти-организацисен 200-300 пин тенкĕ штраф тỹлеме тивĕ.

Йывăç каснă чухне автомототранспортпа тата ытти хатĕр-хĕтĕрпе усă курсан уйрăм çынсен штрафсем тата пысăкрах пулаççĕ. Вĕсен 4-5 пин тенкĕ кăларса хума тивĕ.

Чăрăшсене йĕркене пăхăнмасăр кассассăн РФ Уголовлă кодексăн 260-мĕш статйипе явап тыттарма та пултараççĕ. Саккун тăрăх 500 пин тенкĕ таран штраф пама е 2 çултан пуçласа 7 çулччен ирĕк прависĕр юлма пулать.

Çĕнĕ çул — кашниншĕн пысăк уяв. Вăл савăнăç кăна илсе килтĕр.

Эдуард ПАВЛОВ,
Канаш лесничествин Комсомольскинчи лесничество участокĕн лесничийĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code