Суббота, 4 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Халăх пĕрлĕхĕ шанчăклăх кỹрет

Халăх пĕрлĕхĕ шанчăклăх кỹрет

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин иртнĕ эрнере пĕрлештернĕ «тỹрĕ линипе» пресс-конференци йĕркелерĕ. 4 сехет ытла пынă хутшăнура вăл Раççейре пурăнакансен, тĕрлĕ массăллă информаци хатĕрĕн журналисчĕсен 85 ыйтăвне хуравларĕ.

Политикăри хальхи лару-тăрăва шута илес пулсан, тĕп тĕллев — суверенитета çирĕплетесси. Сăмах, ертỹçĕ палăртнă тăрăх, çĕршыв хăрушсăрлăхĕ пирки кăна мар, Раççей экономикин, технологисен суверенитечĕ пирки те пырать. Экономикăн çирĕплĕх саппасĕ, Владимир Владимирович шучĕпе, малалла утмашкăн çителĕклĕ. Ăна çĕршыв халăхăн пĕрлĕхĕ, финанс лару-тăрăвĕ, çар тата хăрушсăрлăх хăвачĕ ỹссе пыни çирĕплĕх кỹреççĕ.

ХАКЛАВ

Леонард ЛЕВЫЙ — Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ:

— Пресс-конференцире Президент кăçалхи çитĕнỹсене тата 2024 çулхи тĕллевсене палăртрĕ. Калаçура кулленхи ыйтусем чылай пулчĕç: регионсен аталанăвĕ, сывлăх сыхлавĕпе транспорт чăрмавĕ, апат-çимĕçпе çыхăннă хаксем. Экономика преступленийĕсемшĕн уголовлă ĕç пуçарасси таранчченех.

Çĕршыв тепĕр хутчен опытлă, компетентлă, вăйлă ертỹçĕне курчĕ. Кун пек Президентпа эпир малашне те ĕçлеме хатĕр. Çавăнпа та Владимир Путин çитес Президент суйлавне хутшăнма кăмăл тунине ырласа йышăнатăп.

Зинаида ЯКОВЛЕВА — Елчĕк округĕн общество палатин председателĕ:

— Владимир Путин комментарийĕсене питĕ тимлĕ итлесе лартăм. Кашни ыйтăва унта-кунта пăркаланмасăр, мĕнле пур — çавăн пек хуравларĕ.

2000 çулта, Президента суйлансан, унăн аллине «çурăк валашка» кăна куçнă вĕт — пĕтĕмпех арканнă. Округра та питĕ йывăрччĕ 90-мĕш çулсен вĕçĕнче: 7-8 уйăх ĕç укçи, пенси параймастăмăрччĕ. Тивĕçлĕ канурисене вара кăмрăкпа, сахăрпа, çăнăхпа тивĕçтереттĕмĕр. Халĕ, куратпăр, епле пысăк улшăнусем пурнăçа кĕчĕç.

Петр АНИСИМОВ — хĕрỹ точкăсенче пулнă ветерансен округри канашĕн председателĕ:

— Малтан кĕтнĕ пекех, ятарлă çар операци теми тĕп вырăнта пулчĕ. Президент унпа çыхăннă лару-тăрăва туллин уçса пачĕ. Хỹтĕлевçĕсем — контрактник-и, доброволец-и, мобилизациленĕ çын-и — çăмăллăхпа, социаллă тỹлевпе пĕрешкел усă курма тивĕçлине палăртрĕ. Паллах, пĕтĕмпех саккунпа килĕшỹллĕн.

В.Путин политикине ырлатăп. Вăрçă çухатусăр нихăçан та пулмасть, анчах нацизма пуç çĕклеме памалла марах.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code