Четверг, 28 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Çамрăк ÿнерçĕ

Çамрăк ÿнерçĕ

Елчĕкри искусство шкулĕнчи ÿкерес ăсталăха вĕренекенсем хăйсен ĕçĕсемпе çулсеренех тĕрлĕ конкурссене, фестивальсене хутшăнаççĕ.

Хăй те ылтăн алăллă пулнăран Римма Парферьева преподаватель ачасене ÿнер тĕнчине илсе кĕме пĕлетех çав. Унăн вĕренекенĕн Елизавета Мурзакаеван «Каçхине улах ларма пухăнни» картинине сăнав искусствин категорийĕнче Пĕтĕм Раççейри çамрăк художниксен «Уникум» фестивалĕн финалне суйласа илнĕ. Ноябрĕн 14-17-мĕшĕсенче пултаруллă хĕр ачапа педагог Санкт-Петербургри выставкăна çитсе килнĕ. Вĕсене унта тÿлевсĕрех 4 çăлтăрлă хăна çуртне вырнаçтарнă, апатлантарнă, хула тăрăх культура программипе ертсе çÿренĕ. Елчĕксем çĕршыври паллă ÿнерçĕсен мастер-класĕнче ăсталăхне туптанă. Елизавета финалист дипломне, хаклă парнесене, Римма Витальевна Тав хутне тивĕçнĕ.

Ÿкерме юратакан хĕр ача Аслă Елчĕкри пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта 5-мĕш класра вĕренет. Çав вăхăтрах Елчĕкри искусство шкулĕнче хушма пĕлÿ илет. Палăртмасăр иртес мар, Лизăн пиччĕшĕ, Герман та, ÿкерес ăсталăха Римма Витальевна патĕнче вĕреннĕ. Унăн ĕçĕсем тĕрлĕ шайри конкурссенче пĕрре мар çĕнтерÿçĕсен йышне кĕнĕ. Аслă шкулта вĕренекенскер паян та пушă вăхăт тупăнсанах алла киçтĕк тытать. Елизавета та пиччĕшĕнчен юласшăн мар.

В.КИРИЛЛОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code