Четверг, 2 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Черетлĕ пулăшу

Черетлĕ пулăшу

Округра Украинăри ятарлă çар операцине хутшăнакан ентешсем патне черетлĕ гуманитари пулăшăвĕ ăсатнă. Хальхинче — командировкăна каякан Шупашкарти ОМОН сотрудникĕсем урлă.

Ыр кăмăллăх акцине Ильяпа Григорий Григорьев уйрăм предпринимательсем, «Флоренция» чечек салонĕн пуçлăхĕ Екатерина Дементьева тата тимлĕхе мала хуракан округри уйрăм çынсем тăрăшнипе инçе çула куллен кирлĕ апат-çимĕç хатĕрлеме пултарнă. Кĕрпе, макарон, тушенка, чейпе кофе, типĕ сĕт, пахча çимĕç…

Чи пысăк пулăшу — 1600 литр минераллă шыв тата газланă ĕçме — Илья Григорьевран. Ку унăн пĕрремĕш пархатарлă утăмĕ мар. Иртнĕ çул вăл чăваш эстрада артисчĕсенчен Донбаса «Z» символлă хăйĕн цехĕнче кăларнă газлă шыв парса янă.

Черетлĕ ыр кăмăллăх тиевне ăсатма Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый, Лаш Таяпари Таса Турă Амăшĕн çуралнин ячĕллĕ чиркỹ настоятелĕ, округри благочиннăйăн çар тата право хуралĕн ĕçченĕсемпе çыхăнса ĕçлекен Силуан иероманах хутшăннă.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code