Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Республика хыпарĕсем

Республика хыпарĕсем

Наци лагерĕ иртĕ

Республика кунне уявлама Чăваш Ене тĕрлĕ национальноçăн 150 ытла представителĕ килсе çитĕ.

Шупашкарта июнĕн 21-25-мĕшĕсенче пĕтĕм Раççейри çамрăксен «Культура диалогĕ» наци лагерĕ иртĕ. Ăна йĕркелекенсем — Федерацин наци ĕçĕсемпе ĕçлекен агентстви тата ЧР Правительстви. Лагерь ĕçне хутшăнакансене тухăçлă та анлă программа кĕтет: вĕренỹ, культура, власть тата бизнес представителĕсемпе тĕл пулу, ăсталăх класĕсем. Çавăн пекех вĕсен ỹкерчĕк, ал ĕçĕ туса, спорт ăмăртăвĕсене хутшăнса, тумтир хатĕрлесе, апат-çимĕç пĕçерсе, юрласа-ташласа кăтартма май пулĕ.

Волонтера — электронлă кĕнеке

Патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче волонтерăн электронлă кĕнекине саккас пама пулать. Сервис хăй тĕллĕнех ДОБРО.РФ сайтпа усă кураканăн аккаунт пуррипе çуккине тĕрĕслет те волонтер кĕнекине РDF файлпа хатĕрлесе парать.

Волонтерăн электронлă кĕнекине илес текенсен DOBRO.RU пĕрлĕхлĕ информаци тытăмĕнче регистрациленмелле. Ăна патшалăх пулăшăвĕсен порталĕнчи харпăр хăй кабинечĕ урлă тумалла. Сайтра волонтерăн электронлă кĕнекинче ыр кăмăллăх ĕçне миçе сехет уйăрнине, мĕнле пĕлỹ, проект, опыт пуррине кĕртнĕ. Çакă аслă шкула кĕнĕ чухне хушма балл, стипенди çумне хушма тỹлев илме, ĕçе вырнаçнă чухне çăмăллăх парать. Волонтерăн электронлă кĕнекине 14 çула çитнĕ кашни çамрăк илме пултарать.

Маларах тĕрĕсленни паха

Республикăри онкологи тата ỹт-венерологи диспансерĕсем пĕрлехи «Хăвăн тур паллине ỹкерсе ил» акци йĕркеленĕ. Ỹт çинчи тур паллине тимлĕх уйăрасси, диагноза вăхăтра сиплесси çак акцин тĕп тĕллевĕсем пулса тăраççĕ.

Акцие хутшăнакан 261 çын анкетăпа пĕрле тур паллин сăн ỹкерчĕкне электронлă почтăпа ярса панă. Тухтăрсем, дерматологсемпе онкологсем 300 ытла сăн ỹкерчĕк тишкернĕ. 30 çынна хушма тĕпчеве янă. Усал шыçă виçĕ пациентăн палăрнă. Халĕ вĕсем онкодиспансерта сипленеççĕ. Иртнĕ çул Чăваш Енре кун йышши 74 тĕслĕхе регистрациленĕ. Вĕсенчен 80 процентне малтанхи тапхăрта тупса палăртма май килнĕ. Паянхи кун республикăри онкологсем патĕнче меланомăна пула 696 пациент учетра тăрать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code