Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Хастар пулнине наградисем çирĕплетеççĕ

Хастар пулнине наградисем çирĕплетеççĕ

Пĕр-пĕр çын, уйрăмах çамрăк çинчен çырнă чухне, унăн ашшĕ-амăшĕ е тăванĕсем пирки те сăмах хускатмасăр май çук.

Сăрьел ялĕнче çуралса ỹснĕ, халĕ Украинăри ятарлă çар операцийĕнче нацистсене хирĕç çапăçакан Эдуард Багаутдинова нихăçан та курма тỹр килмен. Ун пирки информаци ялти культура çурчĕн заведующийĕ Зевдет Салахутдинов пĕлтерни çеç: кĕске биографи тата сумлă наградăсен списокĕ.

Çĕршыв хỹтĕлевçин ашшĕне вара — Азат Маратовича — питĕ лайăх пĕлнĕ. Вăл район хаçатĕнчен аякра тăман — пурнăçĕн пысăк пайне Сăрьелти почта çыхăну уйрăмĕн пуçлăхĕнче тăрăшса ирттернĕ. Унпа тĕл пулмассерен чăвашлах сăмахлаттăмăр. Калаçăва тĕплĕ шутарса пыратчĕ, нихăçан та пустуй пуплени пулман. Вăл партин пуçламăш организацийĕн секретарĕн тивĕçĕсене пурнăçланăран та конкретлăха тĕпе хунă пулĕ.

Обществăлла ĕçĕн тиевĕ вара кунпа çеç çырлахăнман. Азат абый нумай çул участокри суйлав комиссийĕн председателĕнче тăрăшнă. Ĕçе тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн ăна КПСС Чăваш обкомĕпе Министрсен Совечĕн, икĕ хутчен Чăваш Республикин Тĕп суйлав комиссийĕн Хисеп грамотисемпе чысланă. Медицинăн обязательнăй страхлав полисĕсене сутас тĕлĕшпе ирттернĕ регионти конкурсра вăл почта çыхăну уйрăмĕсен ĕçченĕсем тата почтальонсем хушшинче 2-мĕш вырăн йышăнни те питĕ сумлă.

Тĕп ĕçĕнчи хастарлăхĕ те наградăсенчен курăнать: вăл — ЧР тава тивĕçлĕ связисчĕ, ăна РСФСР Çыхăну министерствин Хисеп хучĕпе наградăланă.

Азат ашшĕ, Марат Гилязевич, 1944 çулта Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине хутшăннă, 1945-1951 çулсенче Хĕрлĕ Çарта хĕсметре тăнă. «Чăваш АССРĕнчи чи лайăх механизатор» (1964) ята тивĕçнĕскер — «Ĕçри хастарлăхшăн», СССР Халăх хуçалăхĕн çитĕнĕвĕсен куравĕн кĕмĕл тата бронза медалĕсен хуçи…

Эдуард ашшĕпе аслашшĕн ячĕсене çĕре ỹкермен. 1998 çулта вăл Энтепери вăтам шкула, 2003 çулта Челябинскри танк институчĕн Хусанти филиалне пĕтернĕ. Ун хыççăн икĕ çул — Кантемир дивизийĕнчи взвод командирĕ. Çапах та тăрук çар службине вĕçлеме шухăш тытать. Мускаври уйрăм тата патшалăх организацийĕсенче тĕрлĕ должноçра тимленĕ май, хăйне пур пĕрех хỹтĕлевçĕ вырăнĕнче курнă пулĕ çав.

Эдуард Азатович 2018 çулта чун-чĕре хушăвĕпе каллех çар ретне тăрать, хальхинче Нацисен Пĕрлешỹллĕ Организацийĕн мир кỹрекен вăйĕсен йышĕнче. Тутар малайĕ Ливи, Вăтаçĕр Африка Республикин территорийĕсене хĕвелпе хĕртĕнме кайманни наградисенчен те паллă. Служба тивĕçĕсене тỹрĕ кăмăлпа пурнăçланăшăн тата çар заданийĕсенче палăрнăшăн ăна асăннă çĕршывсен «Аль-Карама», «Хисеп» орденĕсемпе, «Çар паттăрлăхĕн хĕресĕ», «Çар тивĕçĕсен çăлтăрĕ» медальсемпе наградăланă.

Эдуард Багаутдинов 2023 çултанпа ятарлă çар операцийĕ пыракан территорире. Капитанăн «Артемовска ирĕке кăларнăшăн» медаль пурри çак хулашăн пынă çапăçусене хутшăнни паллă-ха. Вăл чăннипех паттăр офицер иккенне вара унăн кăкăрĕ çине шăнăçайми наградисем çирĕплетеççĕ: Паттăрлăх орденĕ, I, II степень «Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн» орден медалĕсем, «Хăюлăхшăн», II степень «Паттăрлăхшăн», «Ятарлă çар операцине хутшăнакана» медальсем, IV степень «Георгий хĕресĕ» палăру палли.

Эдуард çемьеллĕ, çĕршывăн тĕп хулинче тĕпленнĕ. Унта мăшăрĕ тата ачисем — Айратпа Камилла — кĕтеççĕ ăна. Ялта уншăн амăшĕ, Зайнаб Кебировна, Турра кĕл тăвать…

Николай ФЕДОРОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code