Воскресенье, 28 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пичет кунне паллă турĕç

Пичет кунне паллă турĕç

Иртнĕ шăматкун Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунне паллă турĕç.

Унта хутшăннисене чи малтанах Республика Пуçлăхĕ Олег Николаев пысăк экран урлă саламларĕ, журналистсене пысăк ăсталăх, сăмах вăйĕпе витĕмне туйни ĕçре пулăшса пынине, информаци технологийĕсем хăвăрт аталаннă тапхăрта çĕнĕ майсемпе анлăн усă курнине палăртрĕ.

ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Михаил Ноздряков, ЧР Патшалăх Канашĕн Председателĕ Леонид Черкесов чи пултаруллисене тĕрлĕ наградăпа чысланă май, влаçпа массăллă информаци хатĕрĕсем яланах пĕрлĕхре, пĕр-пĕрне тĕрев парса ĕçлемеллине каларĕç.

ЧР Цифра министрĕ Михаил Степанов хăйĕн докладне «Хыпар» хаçат историйĕнчен пуçларĕ. 118 çулхи издани тивлечĕпе кашни хулапа районта хаçатсем тухма пуçланă. Паян та вĕсем хыпарсен тĕп çăл куçĕсем шутланаççĕ.

Чăваш Енри Журналистсен союзĕн ертỹçи Валерий Комиссаров хаçатçăсен калемĕ малашне те çирĕп пулассине шанса пурне те ăнăçу сунчĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх, вăл уйрăм материалсем çырса çĕнтернĕ журналистсене Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ премисемпе чысларĕ.

Уява пухăннисене, унта «Елчĕк ен» хаçат редакцийĕн ĕçченĕсем те хутшăнчĕç, сцена ăстисем илемлĕ юрă-ташăпа савăнтарчĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code