Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Ан пултăр вăрçă ĕмĕрне

Ан пултăр вăрçă ĕмĕрне

Çитмĕл çичĕ тĕрлĕ халăх
Пурнатпăр туслă çемьере.
Вырăс халăхĕ – аслă халăх,
Пĕрле пире тĕреклĕрех.
Ĕмĕртенпех тăван çĕре
Выç куçлă тăшмансем ăмсаннă.
Çине-çинех пирĕн çине
Вăрçăпала килсе таптанă.
Гитлер çăткăн ĕмĕчĕпе
Шута илме пултарайман:
Вырăс нихçан та парăнман,
Хăйĕн çĕрне юта паман.
Ман асаттенĕн çемйинчен
Тăватă ывăл çапăçса,
Иккĕш, çап-çамрăк йĕкĕтсем,
Вăрçă хирне юлчĕç выртса.
Чи кĕçĕнни, Çтаппан пичче,
Пурнать хăйĕн сăввисенче.
Çĕн пурнăç панă çутă ĕмĕт
Çуннă ун çамрăк чĕринче.
Вăрçă асапĕсен кăвайчĕ
Паянхи кун та тĕлкĕшет.
Мĕн чухлĕ пурнăç сÿнсе ларчĕ,
Мĕн чул сиен вăрçă кÿрет.
Çÿлтен хăват пачĕ пуль Турă
Айăпсăр халăха тÿсме,
Куççуль витĕр, выçлă-тутлă
Çĕнтерĕве кĕтсе илме.
                              Д.СМИРНОВА.
                              Курнавăш.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code