Суббота, 20 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Конкурс çĕнтерÿçисем

Конкурс çĕнтерÿçисем

Професси ăсталăхне палăртакан тĕнче шайĕнчи пиллĕкмĕш «Уçă урок» конкурс июль уйăхĕнче иртнĕ.

Ăна «Раççей педагогĕсем» Наци вĕренÿ порталĕ йĕркеленĕ.

Конкурсăн тĕп тĕллевĕ – педагогсен пултарулăхри ĕç-хĕлне аталантарасси, професси ăсталăхне ÿстересси, пысăк кăтартусем тума пулăшасси тата чи пултаруллисене тупса палăртасси.

Çак конкурсăн «Хушма вĕренÿ» номинацине Елчĕкри искусство шкулĕнчи Римма Парферьевăпа Луиза Доброхотова преподавательсем те хутшăннă. Римма Витальевна живопись урокĕн план-конспектне, Луиза Ивановна искусство шкулĕн отчетлă концерчĕн сценарине тăратнă. Иккĕшĕ те I степень Диплома тивĕçнĕ.

Çавăн пекех «Раççей педагогĕсем» Наци вĕренÿ порталĕ педагогсем хушшинче професси ăсталăхне ÿстерес енĕпе фестиваль те йĕркеленĕ. Л.Доброхотова унта çĕнтерÿçĕ дипломне çĕнсе илнĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code