Вторник, 23 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Образование > Ачан ырă ĕçĕ тимлĕхре юлтăр

Ачан ырă ĕçĕ тимлĕхре юлтăр

Ачана тивĕçлĕ воспитани, ăс-тăн парассинче, обществăра хăйне тĕрĕс тытма вĕрентессинче çемьепе пĕрле ача сачĕн те тÿпи пысăк. Уншăн ача сачĕ – иккĕмĕш çемье. Маларах ывăл-хĕр ашшĕ-амăшĕпе, аслашшĕ-асламăшĕпе, аппăшĕ-тетĕшĕпе анчах хутшăнса калаçнă пулсан, кунта пĕр тантăшрисен коллективĕ йĕркеленет. Çапла майпа вĕсем пĕр ÿсĕмрисемпе хутшăнма, пĕр тан пулма, ыттисене итлеме тата шухăшĕсене хисеплеме хăнăхса пыраççĕ. Теприсемпе хутшăнса калаçу чĕлхи лайăхрах аталаннă май сăмах саппасĕ пуянланать.

Ачасем тĕрлĕрен пулаççĕ. Кам пĕччен ларса вылять, тепри чупмалли е сикмелли ушкăнлă вăйăсене кăмăллать, кĕнекесем пăхма юратакансем те чылай. Воспитателĕн тĕп ĕçĕ – мĕн пур ачан уйрăмлăхне ăнланса тата туйса вĕсене пĕр йыша пуçтарасси, занятисем ирттернĕ чух кашнин валли интереслĕ вăйă-задани йĕркелесси. Кунта вĕренÿ мелĕ вăйăсен урлă пурнăçланса пырать. Çав вăхăтрах занятисем урлă хăйсене тĕрĕс тытма, мĕн юранипе юраманнине ăнланса вĕренсе пыни воспитани çине витĕм кÿрет.

Ачасен пысăк пайĕ ытларах рольлĕ вăйăсен енне туртăнни, юмахсенчи паттăрсен пурнăçне сăнарлама, содержани тăрăх пыракан хусканусене тума тата вĕсем пек тытма е калаçма кăмăллани туйăнать. Дидактика вăййисем те илĕртеççĕ, вĕсене сĕтел хушшинче ларса пластилинпа, пазлпа ĕçленĕ чух та ирттерме меллĕ.

Килте чухне те аслисен ачасемпе час-час калаçма, выляма, ÿкерме, пластилинран тĕрлĕ кÿлепе ăсталама вăхăт тупмаллах. Ĕçе /апат пĕçернĕ, çĕр улми шуратнă, çум çумланă е пахча çимĕç шăварнă чух…/ кĕçĕннисене те пĕрле явăçтармалла, тĕрлĕ темăсемпе калаçу пуçармалла, ыйтусем памалла. Вăл пĕрле выляма ыйтсан е ыйтусем парсан вăхăт çуккипе сăлтавласа вăйăран тата калаçуран ан пăрăнăр. Ку чухне телефонпа е компьютерпа вăрах вăхăт ларма ирĕк пани уссине памĕ, ачан пуплевĕ аталанассине ура хурĕ анчах.

Ачана ÿссе пынă май хăй тĕллĕн тумланма та хăнăхтарни вырăнлă. Виçĕ çула çитнĕскер пĕчченех колготки, носки, кофта тăхăнма пултартăр. Вылянă хыççăн теттисене пуçтарса хума та вĕренсе пымалла ку ÿсĕмре.

Виçĕ çултан ачан хăйне евĕрлĕ ÿсĕм тапхăрĕ пуçланать. Çак вăхăтра вăл кутăнланма е юнтарма пăхать: «Ман çапла тăвас килет е тăвас килмест», «мана ку кирлĕ е кирлĕ мар, килĕшет тата килĕшмест». Кирек мĕнле пулсан та ашшĕ-амăшĕн ăна мĕн юранине тата юраманнине ăнланма вĕрентмелле. Вăрçса мар, мелпе. Çапах та лару-тăрăва кура сасса кăштах улăштарса калани вырăнлă. Ырлама тата мухтаса илме те манар мар: вăл çак ÿсĕмре пурнăçлакан кирек хăш ырă ĕç те тимлĕхре юлтăр.

Ачана садике пĕр вăхăтра илсе килме тăрăшмалла. Каçран вăхăтлă çывăрттарса ирпе пĕр вăхăтра тăма хăнăхтармалла ăна. Тумĕсем те хăйсене юрăхлă, меллĕ пулччăр.

Ашшĕ-амăшĕпе педагогсен пĕр тĕллев: ачана ырă-сывă, ăслă-тăнлă, тĕрĕс воспитани парса çитĕнтересси. Çак ĕçре вĕсем пĕрле хутшăнса, канашласа ĕçленин витĕмĕ пысăк.

Л.КРЫЛОВА,
воспитатель.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code