Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Вăй-хал уявĕнче

Вăй-хал уявĕнче

Район центрĕнче Физкультурник кунне халалласа спорт уявĕ иртнĕ.

Çав ятпа «Улăп» ФОКра пухăннисене район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Николай Петров саламланă, сывă пурнăç йĕркипе яланах туслă пулма, çирĕп сывлăх, ăнăçу суннă. Районăн спорт аталанăвĕнче пысăк тỹпе хывнă ветерансене — Николай Адюкова, Николай Молоствова, Анатолий Убасева, Зинаида Васильевăна, Михаил Скворцова, Вера Мисяковăна, Владимир Кучакова, Александр Клементьева, Андрей Карсакова Тав çырăвĕсемпе чысланă тата бассейна çỹреме тỹлевсĕр абонентсем панă. Алексей Ефимов, Юрий Рахмуллин, Алексей Воронцов обществăлла майпа ĕçлекен тренерсем, Анастасия Лапшина ирĕклĕ майпа кĕрешекен, Кĕçĕн Таяпа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Валерий Петров, «Улăп» ФОК ĕçченĕ Юрий Петров, Елчĕкри вăтам шкулти физкультура учителĕ Алексей Тихонов район администрацийăн Хисеп грамотисене тата Тав çырăвĕсене тивĕçнĕ.

Тĕрлĕ ăмăрту-конкурсра вара вăй виçекенсем йышлă пулнă. Арçын ачасен мини-футбол турнирĕнче икĕ ỹсĕмре 10 команда хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Икĕ ушкăнĕнче те Елчĕкри вăтам шкулта вĕренекенсем çĕнтернĕ. Чи лайăх вăйăçăсем те унтанах — Матвей Романовпа Павел Чернов.

Пневматикăлла винтовкăран тĕл перессипе отпуска килнĕ çар училищин курсанчĕ Степан Демьянов, дартсра Алексей Васильевпа (Елчĕк) Александр Купташкин (Çĕнĕ Пăва), Людмила Карлина (Акчел) çĕнтернĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code