Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çĕршыв халăхĕн хăрушсăрлăхĕшĕн

Çĕршыв халăхĕн хăрушсăрлăхĕшĕн

РФ Патшалăх Думин депутачĕ Алла Салаева пĕлтернĕ тăрăх, Думăра пĕрремĕш вулавра саккунсăр миграцие хирĕç кĕрешмелли комплекслă саккун проекчĕсен пакетне пĕр саслăн ырласа йышăннă. Патшалăх Канашĕн Председателĕ Вячеслав Володин йĕркеленĕ пуçару соавторĕсен йышне Алла Леонидовнăна та кĕртнĕ. Улшăнусем ĕç мигранчĕсен медицина тĕрĕслевĕ витĕр тухмалли срокне кĕскетессипе çыхăннă: 90 кунран 30 куна çити. Тепĕр улшăну — тĕрĕслев ятарлă уполномоченнăй органĕсенче иртмелле, унта посредник хутшăнаймĕ.

Асăннă улшăнусем çĕршыв гражданĕсен пурнăçĕпе сывлăхĕн хăрушсăрлăхне тивĕçтерессипе çыхăннă. Информацин пĕлтерĕшне улăштарасран хỹтĕлесе мĕн пур документа электронлă майпа йĕркелеççĕ. Даннăйсене малтанлăха федерацин сывлăх сыхлавĕн пĕрлехи информаци тытăмне вырнаçтарĕç, унтан ăна малалла тишкерме ШĔМĕн органĕсене ярса парĕç.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code