Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > «Мир» карттăпа

«Мир» карттăпа

Малтанлăха социаллă тÿлевсене наци тÿлев тытăмне куçарассине июлĕн 1-мĕшĕччен ĕçе кĕртме планланăччĕ, анчах пандемие пула Раççей Правительстви ăна кăçалхи октябрĕн 1-мĕшĕччен хăварчĕ.

Патшалăх тÿлевĕсем ытларах «Мир» карта çине куçарăнаççĕ. Уйрăмах патшалăх службин тата бюджет сферинче тăрăшакансен ĕç укçийĕ. Çавăн пекех пенсипе стипенди те ун урлă парăнать. Çакна патшалăх паракан тÿлевсем хÿтлĕхре, пĕр наци тÿлев тытăмĕпе пултăр тесе тăваççĕ. Çавăнпа та пособи илекенсен тата ăна илме заявлени парас текенсен паянах кирек мĕнле банка каймалла та «Мир» картти уçмалла.

Н.НИКОЛАЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code