Четверг, 25 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ

Шыв нуши

Эпĕ Елчĕкри Кооператив урамĕнче пурăнатăп. Вырăнти условисене кура кил-çурта шыв кĕртме май килмерĕ. Колонкăран шыв ăсма вара 120 метр утмалла пĕр енне. Мана, çитмĕле çывхаракан арçынна, çăмăлах та мар. Ватăсене тата мĕнлерех-ши; Çак уйăхра çывăхри çурт çунчĕ те, çавăнпа шыв ыйтăвĕ пушшех шутлаттарать.

Стандартпа килĕшÿллĕн колонкăсен хушши 90 метр пулмалла. Хăй вăхăтĕнче Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕреннĕ тапхăрта та çакна ăша хывнă. Кооператив урамĕнчи шыв колонкисем Петр Чернов, Михаил Сырцов, Николай Баранов пурăнакан çуртсем умĕнче. Ял çыннисем вĕсен хушшинчи инçĕше тÿрех тавçăрса илме кирлĕ.

Чăваш Ен Пуçлăхне суйланнă Олег Николаев хăйĕн программинче Елчĕк ялĕнче канализаци тытăмне тăвассине, шывпа тивĕçтерес ĕçе лайăхлатассине кĕртнĕччĕ. Эпир питĕ шанатпăр…

Н.ИВАНОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code