Вторник, 13 октября, 2026   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Пĕрлĕхре эпир вăйлă

Пĕрлĕхре эпир вăйлă

Ноябрĕн 4-мĕшĕ — Халăх пĕрлĕхĕн кунĕ. Ăна 2005 çултанпа паллă тăватпăр. Раççей патшалăхĕн çак официаллă уявне Çар мухтавĕн кунĕ тесе те çирĕплетнĕ.

Пĕр ĕмĕт-тĕллевпе пĕрлешнĕ халăх вăйлă. Çĕршывăмăрта вун-вун наци çынни пурăнать, хăйĕн чĕлхи, культури, йăли-йĕрки, ĕненĕвĕ вĕсен. Çапах та çак тĕрлĕлĕх пĕтĕçтерет кăна. Çирĕп пĕрлĕх инкек-синкеке сирме, пысăк çитĕнỹ тума пулăшать. Раççейри ытти халăхпа танах чăвашсем те çĕршыв историйĕнче çутă йĕр хăварнă.

Паян та республикăри кашни çын Раççей шăпишĕн тата пуласлăхĕшĕн пăшăрханать. Халĕ нихçанхинчен ытларах Раççей халăхĕсем, тĕрлĕ ăру, политика юхăмĕ тата професси çыннисем чăмăртанни пысăк пĕлтерĕшлĕ. Пĕрлехи вăйпа кăна эпир истори чăнлăхне, Раççей суверенитетне тата территорие сыхласа хăварма, тулаш вăйсене хирĕç тăма пултарăпăр.

Пирĕн пĕрлĕхпе тăнăçлăх вăрçăшăн антăхакан анăçри патшалăхсене питĕ вĕчĕрхентерет. Вĕсен кăра ĕмĕчĕсене пурнăçлама парар мар.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code