Суббота, 27 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Сасăлав ирттерме волонтерсем пулăшĕç

Сасăлав ирттерме волонтерсем пулăшĕç

Часах Пĕтĕм Раççейри тирпей-илем кĕртмелли объектсемшĕн сасăламалли тапхăр çитĕ. Унăн тĕллевĕ — граждансене хăйсем пурăнакан ял-хулари обществăлла вырăнсене тирпей-илем кĕртмелли проектсемшĕн сасăласа суйлама хастар хутшăнтарасси. Сасăлав кăтартăвĕсем тăрăх пур регионта та тирпей-илем кĕртмелли общество территорийĕсене палăртаççĕ.

Сасăлав йĕркелеме тата ирттерме волонтерсем тăваттăмĕш çул хутшăнаççĕ ĕнтĕ. Вĕсем ăнлантару ĕçĕ ирттерĕç, çынсене сасăлава явăçтарĕç. Волонтерсем ятарлă информаци точкисенче, обществăлла вырăнсенче, çавăн пекех массăллă мероприятисенче ĕçлĕç. Сасăлава кашни çын хутшăнма пултарать.

Волонтер пулма 14 çула çитнисем тата аслăраххисем пултараççĕ. Çакăн валли ДОБРО.РФ платформинче — https:ỸỸdobro.ruỸeventỸ10578417 — регистраци тумалла.

Волонтерсене суйласа илмелли тĕп критерисем: проекта хутшăнма хатĕрри, çынсемпе калаçма юратни, кăткăс лару-тăрура çухалса кайманни.

Йăлана кĕнĕ сасăлав 2024 çулхи март-апрель уйăхĕсенче иртет.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code