Пятница, 3 мая, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Палăртнă тĕллевсем ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ

Палăртнă тĕллевсем ăнăçлă пурнăçа кĕреççĕ

Владимир ПУТИН,
Раççей Федерацийĕн Президенчĕ:

«Строительство — рынок сегментĕнче чи хăвăрт аталанакан, малашлăха шантаракан отрасльсенчен пĕри»

2019 çултан пуçласа РФ Президенчĕ Владимир Путин пуçарăвĕпе йышăннă федераци шайĕнчи наци проекчĕсем Чăваш Енре анлăн вăя кĕреççĕ. Вĕсенчен пĕри — çурт-йĕр тата ял-хула территорийĕсене хăтлăлатас тĕллевпе вăй илнĕ патшалăх программи. Елчĕк муниципалитет округĕнче те, наци проекчĕсем вăя кĕнĕренпе, сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Вĕсем пурте лайăх çурт-йĕрпе тивĕçтерессипе, ял территорийĕсене хăтлăлатассипе, çапла майпа çынсен пурнăç шайне ỹстерессипе çыхăннă.

Округ администрацийĕн капиталлă строительство, пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăх пайĕн начальникĕнчен Николай Петровран çаксем пирки тĕплĕнрех каласа кăтартма ыйтрăмăр.

— Муниципалитет округĕн администрацийĕн ĕçĕ-хĕлĕнче округ территорийĕнче пурăнакансене çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма пулăшасси пĕлтерĕшлĕ çул-йĕрсенчен пĕри пулса тăни паллă. Уйрăмах нумай ачаллă тата çамрăк çемьесене, ашшĕ-амăшĕсĕр — тăлăх çитĕнекен çамрăксене пурăнмалли çурт-йĕрпе тивĕçтерессине малти вырăна хума кирлине ăнланатпăр. Çапла майпа 2023 çулта РФ патшалăх программипе килĕшỹллĕн муниципалитет округĕнчи 4 çамрăк çемьене 3 969 000 тенкĕлĕх (296,42 тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр хăпартма е туянма) социаллă тỹлевпе тивĕçтернĕ. Унсăр пуçне, ял территорийĕнче ĕçлесе пурăнакан граждансене социаллă тỹлевпе тивĕçтерессин йĕркине пăхăнса пĕр çынна свидетельство (660 207,79 тенкĕлĕх) панă.

2023 çулхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне муниципалитет округĕнче 5 е унтан та ытларах çула çитмен нумай ачаллă) 6 çемье çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатас тĕллевпе учетра тăнă.

Иртнĕ çул 3 çемьене çурт-йĕр туянма 13 136 214 тенкĕ (пурĕ 279,9 тăваткал метр) уйăрнă.

Çавăн пекех учета илнĕ 6 е унтан та ытларах çула çитмен нумай ачаллă 1 çемьене 6 261 522 тенкĕлĕх свидетельство панă, унпа 165, 90 тăваткал метр чухлĕ çурт-йĕр туяннă.

Ашшĕ-амăшĕсĕр — тăлăх çитĕнекен ачасене муниципалитет округĕнче 3 хваттер (113,90 тăваткал метр чухлĕ, пурĕ 2 663 811 тенкĕлĕх) илме пулăшнă. Чăваш Республикин территорийĕнче пурăнмалли çурт-йĕр туянма 2 600 367 тенкĕлĕх сертификат уйăрнă.

Нумай ачаллă çемьесемпе тăлăх ачасене çурт-йĕр туяннă чух усă куракан сертификатсемпе тивĕçтересси кăçал та пулĕ.

Çурт-йĕр тата ял-хула территорийĕсене хăтлăлатас тĕллевпе иртнĕ çулсенчен тытăнсах вăйра тăракан программăпа килĕшỹллĕн 2023 çулта округ центрĕнчи Привокзальная урам çывăхĕнчи Акатуй уявне йĕркелесе ирттерекен вырăна хăтлăх кỹрессипе те сахал мар ĕç туса ирттернĕ. Проектпа смета документацийĕнче çирĕплетнĕ 3 316,39 пин тенкĕ укçапа усă курса вырăнти «Стройэнергосервис» ООО ĕçченĕсем кунта сцена патне илсе çитерекен картлашкасене (çул çинчен тытăнсах) брусчатка сарнă, картлашкан икĕ енĕпе те карлăксемпе тытса çавăрнă. Уйăрнă укçа-тенкĕ çитнĕ таран сценăна çĕнетнĕ. Кăçал та кунта ĕç малалла пырĕ: сцена тăррине витмелле, çывăхри лаптăка брусчатка сармалла.

Маларах пурнăçланă ĕçсене те манса хăвараймăн. Елчĕкри Октябрь урамĕнчен пуçласа Мир урамне илсе çитерекен çулăн сылтăм енĕпе брусчаткăран тротуар сарни, тăршшĕпех çутăсем çутмалла туни, çынсене ларса канма саксем вырнаçтарни, унсăр пуçне, округ центрĕнчи нумай хваттерлĕ 40 çурт территорине пĕр харăсах хăтлăх кỹни — кашни подьезд умне таянса лармалли саксемпе çỹп-çап пăрахмалли урнăсем вырнаçтарни, картишсене çутăпа тивĕçтерни, паллах, округ территорийĕнче пурăнакансен кăмăлне епле ан кайтăр? Çак тĕллеве пурнăçлама та Чăваш Енре анлăн ĕçе кĕрекен федераци шайĕнче çирĕплетнĕ ял-хула территорийĕсене хăтлăлатас тĕллевпе вăй илнĕ патшалăх программи пулăшнă…

Светлана АНАТОЛЬЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code