Вторник, 30 апреля, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Çанталăк çирĕплĕхе тĕрĕслерĕ

Çанталăк çирĕплĕхе тĕрĕслерĕ

Елчĕк муниципалитет округĕн пуçлăхĕ Леонард Левый вырăнти тата территори пайĕсен, учрежденисемпе организацисен ертỹçисемпе ирттерекен тунтикунхи канашлура округ шайĕнчи çивĕч ыйтусене пăхса тухрĕç, пурнăçламалли тĕллевсене палăртрĕç.

Канашлу Леонард Левый çар ретĕнче тăракан ентеш-салтаксен çар чаçĕсен командованийĕсенчен ашшĕ-амăшĕ ячĕпе килнĕ Тав çырăвĕсемпе амăшĕсене чысланă самантран пуçланчĕ. Ятарлă çар операцине пурнăçлакансем мобилизаци йĕркипе çар ретне тăнă.

— Тавах сире пурне те Тăван çĕршыва хỹтĕлекен шанчăклă ывăлсем çитĕнтернĕшĕн, чăн-чăн патриотсем пулма вĕрентсе ỹстернĕшĕн. Çĕршыв чĕнсен вĕсем чĕре хушнипе çар тивĕçне пурнăçлама тухса кайрĕç. Вĕсем — чăн-чăн паттăрсем, эпир сирĕн ывăлсемпе мухтанатпăр, — палăртрĕ Леонард Левый.

Çанталăк черетлĕ хут пирĕн çирĕплĕхе тĕрĕслерĕ. Виçĕ кун алхаснă çил-тăвăл (январĕн 19-21-мĕшĕсенче) чылай йывăрлăх кăларса тăратрĕ. Температура улшăнса тăчĕ: вăйлă çил çеккунтра 21 метр хăвăртлăхпа вĕрчĕ. Çак условисенче çул-йĕр вăхăт-вăхăт юр кĕрчĕсемпе хупланчĕ. Электролинисем юрпа тата пăрпа витĕнсе юрăхсăра тухнă, йывăрăшне чăтаймасăр е çиле пула татăлнă тĕслĕхсем округра та пулнă. Çавна май пурнăçпа ĕç-хĕле тивĕçтерекен службăсен çанталăкăн ансат мар условийĕсенче кунĕпе-çĕрĕпе ырми-канми ĕçлеме тивнĕ. Çутăра тата ăшăра ларнă май эпир çакна чылайăшĕ туймарăмăр тесен те йăнăш мар. Çут çанталăк пулăмĕсене хирĕç тăраймăн, вăл кăларса тăратнă йывăрлăхсемпе чăрмавсене сирсе пычĕç. Леонард Левый Елчĕкри ДПМК тата Елчĕкри электричество сечĕн коллективĕсене пысăк тав сăмахĕ каларĕ. Йывăр лару-тăрусенче халăха та тимлĕ те тỹсĕмлĕ пулма ыйтрĕ округ пуçлăхĕ. Тỹрех телефон тытса çỹлти органсене çăхав пĕлтерме васкани вырăнсăр кунта. Аварине, чăрмавсене пĕр самантра сирсе яма никам та асамçă мар. Çапах та кашни чăрмава кĕске вăхăтра пĕтерме тăрăшаççĕ яваплă службăсем. ДПМК ĕçченĕсем çул-йĕре тасатнипе пĕрлех РЭС хастарĕсем йĕлтĕрсем сырса тĕрлĕ вырăна çитсе татăлнă пралуксене сыпнă, ытти чăрмава сирнĕ.
Мĕн пур тĕслĕхре васкавлă мерăсем йышăннă. Аслă çулсемпе тротуарсене, нумай хваттерлĕ çуртсемпе уйрăм хушма хуçалăхпа пурăнакансен картишĕсене, обществăлла вырăнсене юр тултарни те чăрмантарчĕ. Икĕ-виçĕ кунра тротуарсене, урамсене уçнă. Округ территорийĕнче юртан тасатас ĕçе виçĕ кунра 47 ытла техника хутшăннă. Пурте пĕрле кар тăрса ĕçленĕрен юр тыткăнĕнчен хăтăлма май килнĕ.

— Хаçат урлă çакна та палăртас килет. Юр нумай çуса лартнипе çулсем хĕсĕнчĕç. Çавна май халăха картишĕнчен илсе тухакан тата çуртсен умĕсенчи юра çул хĕррине тăкасран асăрханма ыйтасшăн, — палăртрĕ Леонард Васильевич.

Çын ĕçне хисеплесчĕ. Юра çул хĕррисене тăкса автомашинăсене тата çуран çỹрекенсене чăрмав кỹрес марччĕ.

Канашлура округ администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ — экономика, пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн начальникĕ Марина Павлова сăмах илчĕ. Округăн 2023 çулхи социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн малтанхи пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ вăл. 2023 çулта мĕн пур категориллĕ хуçалăхра 3296,4 тонна аш-какай (иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 108 процент), 35000 тонна сĕт, 7811,8 пин штук çăмарта туса илнĕ. Чăвашстат кăтартăвĕсене тĕпе хурсан çакă паллă: январь-октябрь уйăхĕсенче округри организацисем туса кăларнă тавар çаврăнăшĕ 672,3 миллион тенкĕпе танлашнă. Строительство отраслĕнче пурнăçланă ĕç-хĕл калăпăшĕ — 22,7 миллион тенкĕ. Ĕç укçин пĕр уйăхри вăтам виçи 33727,2 тенкĕпе (республикăрипе танлаштарсан — 119,4 процент) танлашнă.

Округ администрацийĕн финанс пайĕн начальникĕ Ирина Теллина 2023 çулта округ бюджетне мĕнле пурнăçланине хак пачĕ. Елчĕк муниципалитет округĕн 2023 çулхи бюджечĕн тупăш пайĕ 615 миллион тенкĕпе, расхут пайĕ 600,4 миллион тенкĕпе танлашнă, дефицит пайĕ — 14,6 миллион тенкĕ. Налукран кĕнĕ тупăш 116,2 миллион, налук шутне кĕмен тупăш 26,9 миллион тенкĕ. Тĕрлĕ шайри бюджетран кĕнĕ каялла тавăрса памалла мар укçа-тенкĕ — 471,9 миллион. Мĕн пур сферăна укçа-тенке тĕллевлĕ тăкакланă. Наци проекчĕсене пурнăçласси çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăрнă. «Вĕрентỹ», «Çурт-йĕр тата хула хутлăхĕ» наци проекчĕсене пурнăçлама пурĕ 7,1 миллион тенкĕ куçарнă. Канашлура ытти ыйтусене те пăхса тухрĕç.

Е.ПЕТРОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code