Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Общество и право > «Полици тата ачасем»

«Полици тата ачасем»

Çитĕнекен ăру киревсĕр йăласемпе туслашса ỹсни — обществăшăн пысăк инкек. Ачана çамрăкран сывă пурнăç йĕркипе анчах туслаштарма хăнăхтарас ĕçре çемье тата шкул пысăк вырăн йышăнать.

Çакă тата ачасене воспитани парассипе тỹрремĕн çыхăннă ытти тема тавра калаçу пуçарас тĕллевпе йĕрке хуралĕн ĕçченĕсем «Полици тата ачасем» операцие кашни çулах хастар хутшăнаççĕ.

Октябрĕн 3-мĕшĕнче пуçланнă операци çак уйăхăн 21-мĕшĕччен тăсăлать. Çак хушăра Елчĕк районĕнчи полици пайĕн çул çитменнисемпе ĕçлекен подразделенин инспекторĕ кашни шкулах çитет. Ашшĕ-амăшĕпе тата вĕренекенсемпе, педагогсемпе иртекен тĕл пулусенче саккунсемпе паллаштарасси те тĕп вырăнта пулĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code