Пятница, 29 марта, 2024   |    Елчĕк район хаçачĕ
Главная > Публикации > Куçман пурлăха регистрацилер

Куçман пурлăха регистрацилер

Куçман пурлăха — хваттере е çурт-йĕре, дачăна, çĕр лаптăкне шута илессине, сутассине е туянассине патшалăх енчен тĕрĕслесе тăраççĕ.

Районти нумай функциллĕ центр халăхран тата предприятисемпе организацисенчен куçман пурлăха регистрацилессипе, ăна кадастр учетне тăратассипе, ун çинчен тĕрлĕ сведени е справка илессипе çыхăннă документсен пуххине йышăнассипе тимлет. НФЦ граждансене Росреестр управленийĕ хатĕрлекен куçман пурлăха регистрацилессипе тата ăна кадастр учетне тăратассипе çыхăннă документсемпе 5 ĕç кунĕнче, куçман пурлăх çинчен калакан тĕрлĕ сведенипе е справкăпа 3 ĕç кунĕнче тивĕçтерет. Тĕслĕхрен, çĕр лаптăкне регистрациленĕ чух граждансен 350 тенкĕ, хваттере, çурта е дачăна регистрацилеме 2000 тенкĕ патшалăх пошлини тÿлеме тивет. Организацисемпе предприятисемшĕн патшалăх пошлинин тÿлев виçи 22000 тенкĕпе танлашать.

Асăннă пулăшусене илнĕ чухне документпа çирĕплетнĕ сахал тупăшлă çемьесене, Аттелĕхĕн Аслă вăрçин ветеранĕсене тата инваличĕсене патшалăх пошлинине тÿлесрен хăтараççĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован.

*

code